Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çур акине тухма вăхăт çитет

Çĕнĕ технологисемпе усă курать, машинăпа техника паркне çĕнетсе пырать, çĕр пулăхне пуянлатассишĕн тăрăшать, çулсерен пысăк тухăç илет - çак сăмахсем йăлтах «Санары» агрофирма пирки. Çур акине тухма вăхăт çывхарнă май тĕслĕх кăтартакан хуçалăхра тунтикун район аграрийĕсенче тимлекенсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ.

«Санары» хуçалăх паян тесен паян ака-суха ĕçĕсене пуçăнма хатĕр. Механизаторсем, инженерипе техника служби яваплă пулнăран ял хуçалăх машинисем юсавлă. Ахальтен мар хурçă утсем е ытти агрегатсем патĕнче ăшталанакансене кураймастăн. Семинара килнисем ял хуçалăх машинисем упранакан ангарсене çитсе курчĕç. Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Вячеслав Никифоров ресурспа энергие перекетлекен техникăн пĕлтерĕшĕ пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ. Сăмахран, агрофирмăри «СЗ-3,6» модернизациленĕ сеялкăпа 4-5 кун маларах акма тухма юрать. Агрегат ĕç тухăçлăхне 25 процент ÿстерет, çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлет, йĕпе-сапаран хăрамасть. Калас пулать, ял хуçалăх академийĕнчи студентсемпе ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекенсем те хăватлă машинăсемпе кăсăклансах паллашрĕç. Семинара хутшăннисем тырă кĕлечĕсенче те пулчĕç. Тырă аламалли «ПСМ-10М» агрегат вăрлăха пĕр хут тасатнипех кондицие çитерет. Уй-хир ылтăнне вырмари пекех ытараймастăн. Таса вăрлăхпа тулнă михĕсене ĕç çыннисем хаваспах çыхаççĕ. «Тăван хуçалăхăн тырри паха çав», - мухтанса илчĕ агрофирмăра тăрăшакан Зоя Цыганова.

Кăçалхи ĕç планĕпе агрофирмăн генеральнăй директорĕ Роберт Петров паллаштарчĕ. 2010 çулта çĕр улмие 150 гектар, çурхи тулла 131 гектар, урпана - 170, выльăх апачĕлĕх нимĕç пăрçине - 50, рапса - 50, люцернăна - 181, викăна - 22, нумай çул ÿсекен курăксене 81 гектар çинче çитĕнтерме палăртнă. Кунсăр пуçне кĕр тыррисен лаптăкĕ - 410 гектар. «Санары» агрофирма» вăрлăх тăвакан хуçалăх пулнă май кăçал уй-хирте çĕнĕ культурăсем те - горчица, эспарцет, лядвенец... - акĕç. Çĕнĕ технологисене çул панăран, агротехникăна пăхăнса тимленĕрен агрофирма ял хуçалăх культурисенчен вăйлă тухăç тата тупăш илет. Паллах, ертÿçĕ урпана вырнаçтарма йывăртарах пулнине пытармарĕ. Нимĕç пăрçине вара уйрăмах республикăри хуçалăхсем хапăлласах туянаççĕ. Роберт Петров каланă тăрăх, хамăр районти аграрисем, хăш-пĕр хуçалăхсемсĕр пуçне, пуçаруллах мар. Агрофирма аталану çулĕпе пыма тăрăшать. Кăçал кунта тырă типĕтекен комплекса çĕнетсе улăштарасшăн. Кадрсем пĕтĕм ыйтăва татса параççĕ тенине тĕпе хурса хуçалăхра вăй хуракансем валли ĕçлеме лайăх условисем туса панă, тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлеççĕ.

Семинар-канашлура Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Сергей Павлов республикăра çур акие мĕнле хатĕрленнине тишкерчĕ. Вăрлăх пахалăхĕ енĕпе (87 процент кондициллĕ) вăрнарсем малтисен йышĕнче. Анчах та Сергей Владимирович хамăр район аграрийĕсенче тимлекенсем пушă çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе, элита вăрлăх туянассипе çителĕксĕр ĕçленине те çирĕплетрĕ. Тăкаксен пĕр пайне бюджетсенчен саплаштарма укçа-тенкĕ уйăрнине пăхсан хăш-пĕр хуçалăхсем пысăк тухăç илессишĕн тăрăшманни курăнать.

Ял хуçалăх организацийĕсенче хăйсен тивĕçне пĕтĕм чун хавалĕпе пурнăçлакансем сахал мар. «Санары» агрофирмăри механизатора Виталий Гаврилова, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» тулли мар яваплă обществăн директорне Николай Аливанова тата Любовь Петрова ĕçчене Сергей Павлов савăнăçлă лару-тăрура Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Тав хучĕпе чысларĕ.

Çурхи кун çулталăклăх теççĕ. «Ака-суха ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерессипе хытă тимлемелле», - палăртрĕ район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Александр Борисов. Районĕпе илсен ку çул тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсем 15180 гектар (пĕлтĕр 12770 гектар пулнă), кукуруза - 560, рапс - 95, пĕр çул ÿсекен курăксем 4750 гектар, çĕр улми 1350 гектар пулмалла. Кĕрхи тырăсем 6682 гектар йышăнаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем пуш уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне пурĕ 2789 тонна минераллă удобренисем кÿрсе килнĕ. Ял хуçалăх техникин 85 проценчĕ çур акине тухма хатĕр. Раççей ял хуçалăх центрĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ Вячеслав Шашкин массăллă репродукциллĕ культурăсем пур хуçалăхсене вăрлăх пахалăхĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма ыйтрĕ.

Раççей ял хуçалăх банкĕ хресчене пулăшу аллине тăсса пама яланах хатĕр. Банкăн районти офисĕн управляющийĕ Нина Спиридонова ака-суха ĕçĕсене ирттерме мĕнле кредитсемпе тивĕçтерни пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Мал опытпа паллашни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Алексей Игнатьев фермер Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви йĕркеленипе делегаци йышĕнче Германие кайса килнĕ хыççăн мĕнле шухăшсем çуралнине каласа пачĕ. Вăл çапла пĕтĕмлетÿ турĕ: нимĕçсем пек ÿсĕм-çитĕнÿсем тăвас тесен влаçăн халăхпа тачăрах çыхăну тытса, пĕр тĕллевпе ĕçлемелле, производствăра вăй хуракансен çĕнĕлĕхсене алла илмелле, малашлăхшăн паянах тимлемелле.

Чăваш енĕн çĕр айĕнчи пурлăх çук. Апла пулсан усă курмасăр выртакан çĕрсем пулмалла мар. Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин Мăн Явăш, Ярмушка, Ершепуç, Калинино, Кульцав, Хирпуç ял тăрăхĕсенчи парлак çĕрсене çаврăнăша кĕртессипе тимлеме вырăнти е çывăхри хуçалăхсене сĕнчĕ. Анатолий Иванович мĕн акатăн, çавă шăтать тенине аса илтерсе элита вăрлăх туянассине пысăк тимлĕх уйăрма ыйтрĕ. Пулас тухăç никĕсне илме аякка каяс çук - «Санары» агрофирма пахалăхлă вăрлăхпа çийĕнчех тивĕçтерĕ.

Семинар хыççăн ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем студентсемпе, пулас специалистсемпе, тĕл пулчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
31 марта 2010
00:00
Поделиться
;