Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăслă çын пирус туртмасть

Сывлăхлă халăх кăна çĕршывăн тĕрекĕ, пуласлăхĕ пулни пирки нумай сăмах калама кирлĕ мар. Апла сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Раççейре те акă пирус туртакансен хисепĕ çултан çул ÿссе пыни обществăшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Никотин серепине арçынсен 60,4 проценчĕ, хĕрарăмсен 25,5 проценчĕ, вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухакансен 33 проценчĕ лекнĕ. Табак - этем кун-çулне кĕскетекен тĕп сăлтав тесе çирĕплетет Пĕтĕм тĕнчери Сывлăх сыхлавĕн организацийĕ. Çивĕч ыйтăва татса парассипе Чăваш Республикинчи уйрăм граждансем, «Чувашия» фонд, хĕрарăмсен тата профессиллĕ союзсен республикăри канашĕсем, «Единая Россия» партин Çамрăк гвардийĕ тата ытти организацисем пуçарулăх кăтартаççĕ. Вĕсем тăрăшнипе ĕнтĕ пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти ача-пăча тата çамрăксен пултарулăхĕн çуртĕнче «Чăваш ен пирус туртассине хирĕç» республикăри иккĕмĕш форум иртрĕ.
- Чăваш Республикипе илсен никотин серепине лекнисем çулталăкне 5 миллиард тенкĕлĕх пирус туртаççĕ. Вĕсен сывлăхне сиплес тесен вара бюджет укçине икĕ хут ытла тăкакламалла. Астăвăр, çивĕч ăслă, анлă тавракурăмлă граждансем пирус туртмаççĕ. Питĕ шел те, анчах арçын ачасен 64 проценчĕ, хĕрачасен 80 проценчĕ пирус туртни модăран юлманни тесе шутлать. Çак цифрăсем çамрăксем сахал пĕлÿллĕ пулнине кăтартаççĕ. Сигарет тĕтĕмĕ-сĕрĕмĕ те сывлăха хавшатать. Капла пирĕн пуласлăх мĕнле пулĕ; Сывлăхшăн тăрăшакансем кăна пурнăçра пысăк ÿсĕм тума пултараççĕ. Акă Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев, Çĕршыв правительствин пуçлăхĕ Владимир Путин тата ытти ятлă-сумлă çынсем пирус туртмаççĕ, - терĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров форума уçса. - Раççей, хамăр республика аталануллă, хăватлă пултăр тесен сывă пурнăç йĕркине пропагандăламалла.
Америкăран пирĕн тĕслĕх илмелли пурах. Кунта обществăллă вырăнсенче сигарет туртма чарнă. Налуксем питĕ пысăк пулнăран табак кăларакан фабрикăсем хăйсен тăван çĕршывĕнчен Раççее е Турцие куçса килнĕ, вĕсем сиенлĕ продукци кăларса пысăк тупăш илеççĕ. Халăхăн сывлăхĕ вара хавшасах пырать. Онкологи, чĕре-юн тымарĕсен чирĕсемпе аптракансен хисепĕ ÿсет. Нацие çăласси пирки пуç ватсах тăрăшма тивет. Николай Федоров форума хутшăннисен Чĕнĕвне пысăка хурса хакларĕ, «Пирус туртассине чакарасси çинчен» федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн кирлĕ мерăсем йышăнассипе тимлеме шантарчĕ.
Форумра ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика,  сывлăх сыхлавĕ, физкультурăпа спорт енĕпе тимлекен комитечĕн председателĕ тата хĕрарăмсен республикăри канашĕн председателĕ О.Зайцева 12-16 çулхи ачасем ÿт-пÿ енчен начар çитĕнни общественноçпа влаçа хытах сисчĕвлентермелли пирки каларĕ. Вăл чĕлĕм туртассине чарма регионсене ытларах правасем тата полномочисем пама сĕнчĕ.
Сывă пурнăç йĕркине ыттисене пăхăнма вĕрентес тесен харпăр хăйĕн ырă тĕслĕх кăтартмалла. Акă форумра тухса калаçакансенчен пĕри Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Д.Фомиряков пулчĕ. Вăл мĕн пĕчĕкренех физкультурăпа, спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине пăхăнать. Д.Фомиряков хĕвелтухăç кĕрешĕвĕ енĕпе тĕнче чемпионĕ. Чăваш Республикинчи çак спорт тĕсĕн федерацийĕн президенчĕ шутланать. Паллă чемпион массăллă спорта çамрăксене явăçтарни вĕсене чĕлĕм туртассинчен хăтарма пулăшнине каларĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Единая Россия» партин «Çамрăк гвардийĕ» Чăваш енри уйрăмĕн штабĕн пуçлăхĕ А.Васильев пирус мăкăрлантаракан тус-юлташа, тăван-пĕтене сывă пурнăç йĕркипе туслашма вĕрентме ыйтрĕ, хăйĕн пуçарулăхĕ пирки те залра пухăннисене пĕлтерчĕ. Çамрăк депутат табак туртассине хирĕç массăллă реклама пулмалли пирки каларĕ. Çивĕч ыйтăва татса парассипе мĕнле ĕçлесе пыни çинчен профессионаллă союзсен республикăри канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Германова, Çĕмĕрле хулинчи 8-мĕш гимназин директорĕ Л.Долгова, Санкт-Петербургри инженерпа экономика университечĕн Шупашкарти филиалĕн директорĕн заместителĕ Е.Сухова, Шупашкарти реабилитаци центрĕн директорĕ Е.Любовцева тухса калаçрĕç.
Чăваш енре чĕлĕм туртассипе кĕрешекен пуçаруллă организацисенчен пĕри - «Чувашия» фонд. «Эпĕ ĕçместĕп, туртмастăп. Çавăнпа та пурăнма савăк. Пурне те сывă пурнăç йĕркипе туслашма йыхравлатăп. Пĕр тĕллевпе тăрăшсан эпир тухăçлă ĕçлĕпĕрех», - терĕ фондăн президенчĕ Л.Смирнов пирус туртассине хирĕçле коалици йĕркеленине пĕлтерсе.
Шкулсенче, училище-техникумсенче, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухакансем те сывлăх тĕп пуянлăх пулнине витĕр ăнланаççĕ. Çакă пуçаруллă, мал ĕмĕтлĕ çамрăксем хăйсен ирĕкĕпе сывлăх командисем йĕркеленинчен аван курăнать. Хальлĕхе сывă пурнăç йĕркине пăхăнма чĕнекен ушкăнсем республикăра - 174. Хăш-пĕрисем форума килнисене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, пултарулăх номерĕсем кăтартрĕç. Республикăри чи хастар яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа пĕрремĕш хут волонтер кĕнекисем парса чысларĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
31 марта 2010
00:00
Поделиться
;