Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Биотехнологисемпе усă курса

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче био, - нанотехнологисене аталантармалли çинчен каланă. Чăваш Республики чăнласах Раççейри пĕрремĕш биорегион - çĕршыври наукăпа техника çул-йĕрĕн пысăк центрĕ пулма пултарасси пирки пĕлтернĕ.
 Чăваш ен аграрлă республика. Çывăх вăхăтра 1 миллион тонна тырă тата 1 миллион тонна тымар çимĕç туса илес тесен био, - нанотехнологисене анлăн ĕçе кĕртме тытăнмалла. Президент палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртессипе Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Республикинчи филиалĕ  тухăçлă ĕçлесе пырать. Тăрăшни курăмлă. Пĕлтĕр «Чувашия - био» форумра пирĕн ял хуçалăх центрĕн биотехнологипе усă курса кăларнă биопрепарачĕсем «Чи лайăх экспозици» номинацире диплом илме тивĕçнĕ. Продукцие хаклани пире мăнаçлантарать. Препаратсем кашни çул тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслев витĕр тухаççĕ. Опытсем туса вĕсем мĕнле усă панине пăхса-асăрхаса тăратпăр.
«Планриз» ятлă препаратпа колхозсем, кооперативсем, фермер хуçалăхĕсем тата килти хушма хуçалăхсем кашни çул анлăрах усă курма пуçларĕç. Вăл экологи енчен таса, ĕçлекен çынсемшĕн те сиенсĕр, çут çанталăка каяшсемпе вараламасть. Универсаллă пулнипе планриз нумай культура çитĕнтернĕ чух усă курма юрăхлă. Тырă акас, çĕр улми лартас умĕн вăрлăха чирсенчен им-çамлама пулать. Ытти хими препарачĕсемпе пĕрле хутăштарсан та унăн пахалăхĕ чакмасть, ÿсен-тăрансене хÿтĕлеслĕх енĕсем татах ÿсеççĕ. Калчасем тымар чирĕсенчен тасалаççĕ, лайăх тымарланса çирĕпленеççĕ.
Калас пулать, практикăра планриза Альто Супер хими препарачĕпе танлаштарнă. Пĕлтĕр планриза та, Альто Супера та калчасем çине сапса тĕрĕсленĕ, тепĕр сăнав лаптăкне çаплипех хăварнă. Гектарти тухăç планризпа сапнă лаптăкра 36,4 центнер, Альто Суперпа им-çамланă лаптăкра - 12,6, ним сапман лаптăкра 20,5 центнер. Çак опыт çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума май пачĕ: пĕлтĕрхи шăрăх çанталăк условийĕсенче хими препарачĕсем калчасене лайăх ÿсме паман, çавăнпа тухăçĕ те пĕчĕк. Биологиллĕ препаратсем вара шăрăх е сивĕрех çанталăкра та ÿсен-тăрансене хÿтĕлеççĕ. Тухăçĕ те аван. Кăçал хĕлле шартлама сивĕсем ытларах пулчĕç. Кĕрхи калчасен тымарĕсем те шăнчĕç. Районта пулас тухăç никĕсне илсе тĕрĕслесе пăхнă хыççăн 26 проценчĕ пĕтни палăрчĕ. Çавăнпа та, çурхи, кĕрхи калчасене вăй илме, чирсенчен хÿтĕленме планризпа сапма тăрăшмалла.
Планриз препаратпа пĕлтĕр пирĕн районта 3140 литр усă курнă, ку шутран 2757 литрне акмалли вăрлăхсене чÿхеме янă. 565 литрне çĕр улми тата помидор анисем çинче фитофторозпа тата альтернориозпа кĕрешме усă курнă.
2010 çулта кăларакан биопрепаратсен списокĕ анлăланчĕ. Планриз вырăнне нумайрах вăхăт упранма пултаракан порошоксем тата суспензиллĕ концентратсем пулаççĕ. Паянхи кун эпир ку препаратсемпе килти хушма хуçалăх тытакансене тивĕçтерме пуçларăмăр. Ял хуçалăх центрĕн Вăрнар районĕн уйрăмĕнче ĕçлекен специалистсем ял çыннисене яланах тарават, ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ, сĕнÿ-канаш параççĕ. Вырăна та çитме пултараççĕ. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса, ăнланса ĕçлесен хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
31 марта 2010
00:00
Поделиться
;