Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕллехи кăтартусене пĕтĕмлетрĕç

Пыл хурчĕсене ĕрчетессипе ĕçлекенсен йышĕ çулсерен хушăнса пырать.  Анчах хурт-хăмăрпа тин çеç аппаланма тытăнакансене малтанах çăмăл килмест: ку ĕçĕн хăйĕн вăрттăнлăхĕсем пур.  Йăлана кĕнĕ тăрăх çулсеренех çуркунне тата кĕркунне  иртекен утарçăсен семинар-канашлăвĕсене хутшăнни шăпах та вĕсемшĕн вĕрентÿллĕ: пуян опытлă «ĕçтешĕсен» сĕнÿ-канашĕсем темрен хаклă.  Чылай çул тимлекенсем те пĕрмаях вĕренсе пымаллине пытармаççĕ: хурт-хăмăр продукчĕсене илессине ÿстерме пулăшакан çĕнĕ меслетсене ĕçе кĕртме хăнăхмалла, сиплевпе профилактика препарачĕсемпе анлă усă курмалла тата ытти те.
Кăçалхи çурхи канашлăва район пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ-райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ А. Борисов уçнă, кун йĕркинчи тĕп ыйту пыл хурчĕсем мĕнле хĕл каçнине пĕтĕмлетесси пулнă. Сивĕ кунсенче вилсе пĕтнĕ çемьесем вырăнне йыша татах та хушасси, пирĕн тăрăхра лайăх ĕрчекен пыл хурчĕсен ăрачĕсене тата вăйлă хурт амисене туянасси тата ытти ыйтусем тавра пынă калаçу. Çуркуннехи вĕçеве тухиччен вĕллесенче апат тĕлĕшпе лару-тăру кăткăсланма пултарать. Вăрнар районĕн тĕп зоотехник-утарçи И. Федоров пыл хурчĕсен çемйисене сыхласа хăварма, çамрăк  хуртсене ÿстерме, ăшă тытма, тĕрлĕ чирсене асăрхаттарма, иммунитета вăйлатма хушма апатсем пани питĕ пĕлтерĕшлине палăртнă. Çавăн пекех Вăрнарти  29-мĕш училищĕн вĕренекенĕ хурт-хăмăр ĕçĕн аталанăвне апат бази мĕнле витĕм кÿнине тишкернĕ. Семинар-канашлăвăн ĕçне пĕтĕмлетсе Чăваш енри хурт-хăмăр енĕпе тимлекен агентство директорĕ Г. Максимов республикăра пыл хурчĕсене ĕрчетесси мĕнле аталанса пынипе паллаштарнă, районти утарçăсен ыйтăвĕсем çине туллин хуравланă.  Вăл   çак ĕç тăрăшса вăй хурсан лайăх тупăш  панипе пĕрлех чун киленĕçне кÿнине те палăртнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
31 марта 2010
00:00
Поделиться
;