Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ЙĂЛАСЕНЕ УПРАÇÇĔ, МАЛАШЛĂХА УТАÇÇĔ

Иртнĕ эрнекун Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă турĕ
Типографи сăррин шăрши те сирĕлмен тулли тĕслĕ журнал-буклетра - Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн тулли историйĕ. Юбилей умĕн фойере «çуралнă» фотокуравра - ертсе пыракан предприятин пĕтĕм аталану тапхăрĕ: Йăрар Ишек тăвайккинче алă вĕççĕн ĕçленисенчен пуçласа паянхи хăватлă индустрие сăнлакан сăн ÿкерчĕксем, завод хăватне ÿстерессине пĕтĕм вăй-халне хывнă хастарсен сăнĕсем...
 Çĕнелнĕ зала пухăннă кашни çыннăн, 400 ытла ветеранăн, кун-çулĕ - завод биографийĕн хаклă страници. Шăпах вĕсем йывăр условисене пăхмасăр тăван предприяти ÿсĕмне, поселок аталанăвне сумлă тÿпе хывнă: заводăн тĕп цехĕсем, Вăрнарти нумай хутлă чылай çурт, социаллă объектсем вĕсен аллипе çĕкленнĕ. «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников пухăннисене тăван заводăн 80 çулхи юбилейĕпе саламланă май, уйрăмах вĕсене ăшă сăмахсем парнелерĕ.
Чаплă, чуна пырса тивмелле, кăсăклă, кăмăллă, çав тери çÿллĕ шайра иртрĕ Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн 80 çулхи юбилейĕ. Шăп 10 сехетре поселок çийĕн, иртнĕ çулсенчи ĕçлĕ кунсен чĕнĕвне аса илтерсе, завод гудокĕ янăрарĕ. Вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ вылякан кĕвĕсем те ветерансене аякри çулсене тавăрчĕç. Хăй вăхăтĕнче кунашкал оркестр заводăн хăйĕн те пулнă, ун пултарулăхĕн ытамĕнче вара темиçе ăру та çитĕннĕ.
Цехсем тăрăх йĕркеленĕ экскурси аслă ăрăвăн чунĕсенче уйрăмах тăван предприятишĕн мăнаçлăх туйăмĕсем çуратрĕ. Халĕ производство площадкисенче вĕсен асĕнче юлнă чĕркуççи таран дуст та, тусан та, пылчăк та çук ĕнтĕ. Пур çĕрте те чăн тасалăх хуçаланать, ĕçĕн мĕнпур линине тенĕ пек автоматизациленĕ. «Улшăнусем пысăк, завод çĕнелсе аталаннишĕн чунтан хĕпĕртетпĕр», - пĕлтерчĕ акă Лидия Анатольевна Медведева. Ĕç стажĕ унăн 39 çул. Тĕрлĕ цехсенче вăй хунă вăл, ытларах - 180-мĕш цехра. Раиса Петровна Чайкова заводăн тĕп лабораторийĕнче анализсен тĕрĕслĕхĕшĕн 30 çула яхăн тимленĕ.    Анатолий Макарович Захаров грузчикран пуçланă, чылай çул тепловоз машинистĕнче тăрăшнă. Пĕтĕмпе 22 çул... Тĕрĕссипе, уява пухăннă кашни ветеранăн ячĕ завод историйĕнче ырă ĕçпе çырăнса юлнă. Вĕсен ĕçченлĕх пуçарăвне халĕ çамрăк ăру ăнăçлăн малалла тăсать.
Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ паян - хими индустрийĕн лидерĕсенчен пĕри. Унăн продукцийĕ хамăр çĕршывра кăна мар, тĕнче рынокĕнче те тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕ. Палăртнă ĕçсем тата тĕллевлĕрех. «Август» фирмăн генеральнăй директорĕ Александр Усков заводра пыракан строительство, реконструкци ĕçĕсем, пестицидсен çĕнĕ формисен производствине алла илни, цехсене чи çĕнĕ технологи оборудованийĕпе хăватлатни, пысăк ăсталăхлă кадрсем хатĕрлени - пĕтĕмпех пуласлăх никĕсне хывăннă ĕçсем пулнине палăртрĕ. Кунпа пĕрлех завод кăларакан препаратсене тĕрлĕ çĕршывсенче регистрацилессипе пысăк утăм тунă. «Çитес çултанах акă Чăваш енре туса кăларнă продукци Бразилинчи, Венесуэлăри, Эквадорти, Колумбири, Сербири ял хуçалăх производителĕсем патне те çитĕ. Нумай та вăхăт иртмĕ, Çурçĕр Африка, Австрали тата ытти çĕршывсем Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ туса кăларакан ял хуçалăх культурисене хÿтĕлекен препаратсемпе усă курма пуçлĕç», - терĕ вăл.
Филиал директорĕ Владимир Свешников та çак сăмахсенех çирĕплетрĕ. Çĕршыври, тĕнчери рыноксенче тупăшаслăх вăйне çухатмасăр коллектива малашне те пуçаруллă ĕçлеме, аталану проекчĕсене туллин пурнăçа кĕртме чĕнсе каларĕ.
Район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин завод тĕнче стандартне тивĕçтерекен препаратсем туса кăларассипе хими промышленноçĕнче малта пулнине ырласа палăртрĕ. «Производство ÿсĕмĕн никĕсне хывăннă ертсе пырас пуçарулăх, пуян опыт тата химиксен ăсталăхĕпе тăрăшулăхĕ предприятие малалла та çирĕп аталанма май парĕç», - терĕ вăл кунта тимлекенсене район экономикине çĕклессине те пысăк тÿпе хывнăшăн тав туса.
Çак кун «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препатасен завочĕ» филиалĕнче вăй хуракан вун-вун çын чыс-хисепе тивĕçрĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе цех начальникне Леонид Галкина, тепловоз машинистне Александр Гнилушина, склад заведующине Зоя Иванована, химанализ лаборантне Татьяна Савельевана тата пай пуçлăхĕн заместительне Ольга Числована чысларĕç. Ертсе пыракан специалист Вера Барышникова, филиал директорĕн логистика енĕпе ĕçлекен çумĕ Дмитрий Обухов, цех начальникĕ Владимир Савельев ЧР Промышленность тата энергетика министерствин грамотисене, Валерьян Ананьев энергетик, энергоцех начальникĕн заместителĕ Сергей Григорьев, ОПЭБ начальникĕн çумĕ Геннадий Павлунин тата 102-мĕш цехăн слесарь-ремонтникĕ Юрий Яковлев Тав хучĕсене илме тивĕç пулчĕç. Çавăн пекех вуншар çынна Вăрнар районĕн, «Август» Фирмăн тата унăн филиалĕн Хисеп грамотисене пачĕç.
Чыслав предприятие мухтакан концерт номерĕсемпе (ăна кунта ĕçлекенсен, ветерансен, ача-пăча ÿнер шкулĕн воспитанникĕсен, Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкула, «Березка» тата «Рябинка» ача сачĕсене çÿрекенсен вăйĕпе хатĕрленĕ) черетленчĕ. Проектор экранĕнче ылмашăнакан уникаллă кадрсене хывăннă завод кун-çулне юбилея пухăннă кашни çын хăйĕн чĕри витĕр кăларчĕ. Аса илÿсем, тав сăмахĕсем, тулли кăмăл, хаваслă сăнсем... - залра мĕн уяв вĕçленичченех чи ăшă туйăмсем хуçаланчĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
31 марта 2010
00:00
Поделиться
;