Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Медальсем - чи вăйлисенче

«Попутчик» тулли мар яваплă общество директорĕн Александр Петровăн тата Раççей Аслă сучĕн судйин Вячеслав Яковлевăн парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ республика турнирĕ кĕрешÿçĕсене ытти çулхисенчен ытларах пуçтарчĕ.
Кавир çине 17 командăри 213 хĕрачапа арçын ача тухрĕç: Шупашкар, Канаш, Улатăр хулисенчен, Канаш, Шупашкар, Йĕпреç, Элĕк, Патăрьел тата ытти районсенчен. Вăрнара çавăн пекех Мордва Республикинчи, Чĕмпĕр облаçĕнчи спортсменсем те килсе çитрĕç. Вăрнар район чысне ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тата унăн Пăртасри, Мăн Явăшри, Кĕçĕн Кипекри филиалĕсенче вĕренекенсем хÿтĕлерĕç.
«Спорт сывлăхлă пулма пулăшать кăна мар, кăмăл çирĕплĕхне ÿстерме, пысăк çитĕнÿсем патне ăнтăлма та хистет. Çакнашкал турнирсем вара ăсталăха ÿстереççĕ, шанса тăратпăр, кунта хутшăнакансенчен чылайăшĕ сумлăрах ăмăртусенче те палăрма пултарĕ», - терĕç турнир йĕркелÿçисем А.Петровпа В.Яковлев. Кĕрешÿçĕсене çавăн пекех тĕп судья, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Европа чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Григорьев, кĕрешÿçĕсен республикăри федерацийĕн вице-президенчĕ Владимир Семенов, паллă адвокат Владимир Борисов, Вăрнар райпо канашĕн председателĕ Владимир Федоров, ыттисем саламларĕç.
Пирĕн район кĕрешÿçисенчен харпăр хăй виçе категорийĕнче пиллĕкĕн чемпионсем пулса тăчĕç: Женя Смирнов, Тимур Сергеев, Антон Сантимер, Елена Тарасова тата Мария Иванова. Дима Шерстнев, Полина Егорова, Катя Емельянова тата Наташа Петрова - кĕмĕл, Дима Львов, Филипп Филиппов, Вадим Иванов, Дима Прокопьев, Ильнур Басыров, Эдик Кошкин бронза медальсене çĕнсе илчĕç. Вĕсем В.Трофимов, Ю.Львов, А.Павлов, А.Воробьев, С.Васильев, А.Степанов тренерсем патĕнче ăсталăха туптаççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
03 апреля 2010
00:00
Поделиться
;