Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Мунча çуннă (01 служба пĕлтерет)

Тунтикун 15 сехет иртсен «01» пулăшу номерĕ çине Сăкăт ялĕнчен шăнкăравланă, кунта пушар тухни - пĕр хуçалăхра мунча çунма тытăнни - çинчен пĕлтернĕ. Каярахпа палăртнă тăрăх, кил хуçисем мунча хутса янă пулнă, хăйсем пÿрте кĕнĕ. Çак вăхăтра çулăм сарăлма тытăннă та, пушар сÿнтерекенсем çитнĕ çĕре  стенасене пĕтĕмпех çавăрса илнĕ. 
 Инкек вырăнне Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕн, Ярмушкари тата Туçи Çармăсри уйрăм постсен машинисем килсе çитнĕ.  Çулăма малалла сарăлма паман, анчах мунчана çăлса хăварма май килмен.
Малтанхи тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх, инкек сăлтавĕ мунча кăмакипе усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни пулма пултарать.


"Çĕнтерÿ çуле"
03 апреля 2010
00:00
Поделиться
;