Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пушар вăхăтĕнче çухалса кайма юрамасть

Пушарта çулăм кăна мар, газпа, тĕтĕмпе наркăмăшланни, кислород çитменни те çыншăн питĕ хăрушă. Статистика пушарсенчи вилĕмсен 80 проценчĕ çынсен сывлав органĕсем  çакнашкал наркăмăшсемпе сиенленнипе çыхăннине кăтартать. Вут-çулăм сарăлма тытăнсанах çынна сывлăш çитмест, вăл тăн çухатма пултарать.
Пушар вăхăтĕнче хăрушсăрлăха тивĕçтермелли тĕп меслетсенчен пĕри - çунакан çуртран çынсене хăвăртрах кăларасси. Эвакуацие кая юлса е тĕрĕс мар ирттерни ытла та хакла ларма пултарать. Апла пулсан предприяти-организацисенче,  çынсем нумай пухăнакан вырăнсенче эвакуаци йĕркине тăтăшах аса илтерес тĕллевпе вĕренÿсем ирттермелле. Пушарпа тактикăллă çакăн пек вĕренÿсем  март уйăхĕнче  Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче иртрĕç. Ку социаллă учрежденин ĕçченĕсем тата кунта сипленекен-пурăнакансем интернат çуртĕнчен васкавлăн тухнă чух хăйсене хăраса ÿкмесĕр, тĕрĕс  тытма хăнăхрĕç. Вĕренÿ  кăтартăвĕсене аван хак панă.


"Çĕнтерÿ çуле"
03 апреля 2010
00:00
Поделиться
;