Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сăваплă ĕç

Район тĕп больницин поликлиникинче донор кунĕ иртрĕ. Юн паракансенчен ытларахăшĕ - ял хуçалăх техникумĕпе район больницинчен (23-шер çын) тата «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕнчен (22 çын). Донор кунне çавăн пекех Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче тăрăшакансем те, ĕçлемен граждансем те, вĕрентÿ учрежденийĕсенче тимлекенсем те хутшăнчĕç.
Çынсен пурнăçне çăлассишĕн юн пани - пысăк та таса тивĕç. Раççейĕн Хисеплĕ донорĕсем - Евгений Семенов (Упнер), Георгий Орлов (Хурăнсур Çармăс), Юрий Ефимов (Вăрнар поселокĕ) - халĕ те ырă тĕслĕх кăтартрĕç. Сăваплă ĕçе çемьесем те - Вăрнар поселокĕнчи мăшăрсем Иринăпа Виталий Красновсем, Упнер ялĕнчи амăшĕпе хĕрĕ Ольга Гервасьевапа Анна Денисова - хутшăннине ырламалла.
Вĕрентекенсенчен таса тивĕçе пурнăçлассипе Санарпуçĕнчи вăтам шкулти педагог Раиса Геннадьевна Гордеева хастар. Вăл 40-е яхăн юн панă.
Ял техникумĕн студенчĕсем - Валерий Шаковпа Александра Саввина - пĕрремĕш хут донор пулса тăчĕç.
Район тĕп больницин тата республикăри юн яракан станцин администрацийĕсем донор кунне хутшăннă пур çынна та хастар, пысăк чун-чĕреллĕ пулнăшăн тав тăваççĕ, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунаççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
03 апреля 2010
00:00
Поделиться
;