Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăван çĕршыва юратса (Çар тата патриотизм воспитанийĕ)

Калининăри вăтам шкулти 7-мĕш кадет класĕнче вĕренекенсем çитĕнÿсене шăпах çак туйăм вăйлă пулнипе çĕнсе илнине пĕлтереççĕ.
Кадетсем нумаях пулмасть кăна-ха республикăри конкурсра палăрнăччĕ. Мускаври «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» обществăлла организацин Патăрьелĕнчи пухăвĕн йĕркипе иртнĕ тупăшура та акă вĕсем яланхиллех чи маттуррисем пулса тăнă. Зинаида Еремеева руководитель тата Лев Ефимов воспитатель-наставник ертсе пыракан ачасем пĕтĕм пилĕк номинацире те грамотăсем çĕнсе илнĕ: строй юррисене юрлас, строй приемĕсене пурнăçлас тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин историне  пĕлес конкурссенче - пĕрремĕш, бал ташшипе - иккĕмĕш, Калашников автомачĕн пайĕсене пĕлессипе - виççĕмĕш. Командирĕ - Дина Павлова.
Чăннипе, шкулта ирттерекен кашни мероприяти патриотизм воспитанийĕ парас, ачасене Тăван çĕршыва юратма вĕрентес, культурăллă пулма хăнăхтарас тĕллевлĕ. Кашни класс уйрăм направленипе ĕçлет, 5-мĕшсем - юнгăсем, 6-мĕшсем - çамрăк космонавтсем. 7-мĕш класри кадетсем вара вĕсемшĕн - ырă тĕслĕхре.


"Çĕнтерÿ çуле"
03 апреля 2010
00:00
Поделиться
;