Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уй-хире тухма хатĕр-и?

Ака-суха ĕçĕсем тытăниччен шутлă кунсем юлчĕç. Вăрлăх пахалăхĕ пирки тĕплĕнрех каласа пама Раççей ял хуçалăх центрĕн Вăрнар енчи уйрăмĕн пуçлăхне Вячеслав Иванович Шашкина ыйтрăмăр.
- Вячеслав Иванович, ял хуçалăх организацийĕсенче çур акине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме мĕнле тăрăшаççĕ;
- Çурхи кун çулталăк тăрантарать теççĕ. Çак ваттисен сăмахне асра тытса вăрлăх пахалăхĕшĕн уйрăмах хытă тимлемелле. Районĕпе илсен ака уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне акмалли тыррăн 90 проценчĕ кондициллĕ. «Мураты», «Знамя», «Хорнзор», «Победа», «Юнтапа», «Янгорчино», Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсенчи, «Санары», «Гвардеец» агрофирмăсенчи, Игнатьев фермерăн хуçалăхĕнчи вăрлăх йăлтах ака стандартне тивĕçтерет. Асăннă çак хуçалăхсем çулталăк пуçламăшĕ тĕлнех пулас тухăç никĕсне кондицие çитернĕ. Çур акине пахалăхлă ирттерме тăрăшман хуçалăхсем те пур. «Правда», «МТС» хуçалăхсенче кондициллĕ вăрлăх пачах та çук: пĕр килограмм урпара кăна 1200-1300 штук хир сĕлли тупса палăртрăмăр. Çавăн пекех «Родник», «Вурнарская», «Кольцовка» предприятисенче яваплă тапхăра хатĕрленессипе çителĕксĕр ĕçлеççĕ. Кунта вăрлăхăн 52-75 проценчĕ кăна акма юрăхлă. Пĕрчĕллĕ культурăсем шăтаслăх енчен начар тата хир сĕллипе çÿпĕленнĕ. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче те, «Луч», «Броневик» кооперативсенче те пĕтĕм вăрлăха кондицие çитереймен-ха. Сăмахран, Вăрнарти аш-какай комбинатĕнчи сысна комплексĕнче упранакан тыррăн шăтаслăхĕ начартарах. Сăлтавĕ - тĕш тырăсене çапса тĕшĕленĕ хыççăн тĕрлĕ хутăшсенчен тасатманни. Çавăнпа вырма ĕçĕсем пынă чухне вăрлăха вăхăтра аллама тăрăшмалла.
- Сорт пахалăхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
- Мĕн акнă, çавă шăтнă. Çак чăнлăха пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Лайăх сортпа усă курни, паллах, тухăçа ÿстерет. Тепĕр пахалăх палли - репродукци те - пĕлтерĕшлĕ. «Вăрлăх ĕрчетесси çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн вăрлăх туса илме IV-мĕш репродукци таран кăна юрать. Тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсемпе танлаштарсан çĕр улмие тĕрлĕ инфекцисем ереççĕ. Çавна май “иккĕмĕш çăкăра» вăрлăх валли II-мĕш репродукци таран кăна илмелле, апат-çимĕç тĕллевлĕ-тĕк -  III-IV репродукцилли. Пахалăхсăр вăрлăхпа усă курсан хуçалăха субсидисем памаççĕ. Пирĕн районта сортлă мар тата массăллă репродукциллĕ тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсем ытларах «Правда», «Гвардеец», «Юнтапа», «Родник», «МТС», «Мир» ял хуçалăх организацийĕсенче. Çак асăннă хуçалăхсенче вăрлăха çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Паха ял хуçалăх культурисене «Санары» агрофирмăра туянма пулать. Вăрлăх тăвакан хуçалăх сортсене çĕнетессипе те тĕллевлĕ ĕçлет. Пулас тухăçшăн Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра та тăрăшаççĕ. Ульяновск облаçĕнчи наукăпа тĕпчев институтĕнчен «Маргарита» çурхи тулă  виçĕ тонна, «Дударь» пăрçа  тата «Льговский 22» вика  пилĕкшер тонна, «Пастбищная» люцерна  икĕ тонна кÿрсе килнĕ. «Агрохмель» хуçалăх та пурнăç таппипе тан пыма тăрăшать. Пысăк тухăç илме Муркаш районĕнчи Ильич ячĕллĕ кооперативран пĕрчĕллĕ культурăсен çĕнĕ сорчĕсене - «Владимир» урпана, «Симбирцит» çурхи тулла - туяннă.
Массăллă репродукциллĕ çĕр улми вăрлăхĕ районта 29 процент. Ку йышши «иккĕмĕш çăкăр» «Родник», «Гвардеец», «Юнтапа», «Победа», «Хорнзор», «Знамя» хуçалăхсенче йышлă. Сортсăр çĕр улми районĕпе илсен 6 процент. «Мир», «Вурнарская», «Броневик», «Правда» ял хуçалăх организацийĕсенче пулас тухăç никĕсне çĕнетессипе ĕçлемелле. Çĕр улми туса илессипе тĕллевлĕ тимлекен «Санары», «Мураты», «Янгорчино», «Агрохмель», Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхсенче пысăк репродукциллĕ вăрлăхсем пĕлтерĕшлĕ пулнине витĕр кураççĕ. Сăмахран, «Агрохмель» агрофирма кăçал супер-элита çĕр улми - Муркаш районĕнчи «Ударник» хуçалăхран «Удача» 50 тонна, «Жуковский ранний» 6 тонна, Тутар Республикинчен «Розара» 20 тонна  - туяннă. Тĕш тырăсем, çĕр улми çинче чир-чĕр пухăнса ан пытăр тесен уй-хире тухиччен вăрлăха им-çамласси çирĕп йĕркене пăхăнмалла. Тăрăшакан, тĕллевлĕ ĕçлекен лайăх тухăç илетех.


"Çĕнтерÿ çуле"
03 апреля 2010
00:00
Поделиться
;