Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хаçат коллективне тав тунă

Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕ иртнĕ эрнере предприяти-организацисен тĕп бухгалтерĕсене тата специалисчĕсене канашлăва пухнă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту - страхлав тÿлевĕсене администрацилессипе çыхăннă йĕркене ăнлантарасси. Тĕл пулăва ăнсăртран йĕркелемен - пенси системине страхлав принципĕсем тĕлĕшпе çĕнĕлĕхсем кĕни çак ыйтăва хускатма хистенĕ. Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа страхлав тÿлевĕсене администрацилесси налук органĕсенчен РФ Пенси фончĕн тата Обязательнăй социаллă страхлав фончĕн тивĕçĕсене куçать. Малашне предприяти-организацисен обязательнăй пенси тата медицина страхлавĕ тĕлĕшпе пĕрлĕхлĕ формăпа отчетсене Пенси фончĕн районти управленине тăратмалла пулать. Çак тата ытти улшăнусен пĕлтерĕшне, саккуна пурнăçламалли йĕркене бухгалтерсемпе специалистсене канашлура тĕплĕн ăнлантарнă.
Пĕлтĕр пенси системине тепĕр çĕнĕлĕх кĕнĕччĕ - Раççейре пурăнакансен хăйсен ĕç пенсине ÿстерсе пыма май тупăннăччĕ. Ятарлă программăна хутшăнса, граждансем пенсин перекет пайне тÿлевсем хывма пултараççĕ, патшалăх хăй енчен çавăн чухлех хушать. Пенси фончĕн районти управленийĕн сотрудникĕсем канашлăва пухăннисен ку программăпа çыхăннă ыйтăвĕсене те туллин хуравланă. Сăмахран, предприятисемпе учрежденисен те ĕçлекенсен пенсин перекет пайне укçа-тенкĕ хывакан виççĕмĕш ен пулма ирĕк пур. Капла вĕсене çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ: пĕр пĕтĕм социаллă налук тÿлевĕнчен программăна хутшăнма уйăрнă укçа виçи катăлать. Ку сумма тупăш çине налук хунă чух шута илекен тăкаксен тытăмне кĕрет.
Пенси фондĕнче халĕ колл-центр - ку программăпа çыхăннă ыйтусемпе тимлекен темиçе каналлă телефон - ĕçлет. 8-800-5055555 тÿлевсĕр телефонпа шăнкăравласа кашниех программăна хутшăнмалли йĕрке пирки, камсем валли уйрăм условисем пуррине тата ыттине ыйтса пĕлме пултарать. Ахаль çынсемсĕр пуçне колл-центр операторĕсем предприяти-организацисен ертÿçисене те консультаци пулăшăвĕ параççĕ.
Сăмах май, тÿлевсем хывса хăйсен ĕç пенсине ÿстерме кăмăл тăвакансем валли Пенси фончĕн управленийĕ апрелĕн 13-мĕшĕнче Уçă алăксен кунне ирттерет.
Тĕрĕссипе, пенси системинче пулса иртекен пĕтĕм улшăнусене, саккунпа йышăннă кашни çĕнĕлĕхе район хаçатĕнче çийĕнчех çутатса тăратпăр. Улшăнусен пĕлтерĕшне ăнлантарма Пенси фончĕн районти управленийĕн ĕçченĕсем те тăтăшах хаçат урлă тухса калаçаççĕ, реформа мĕнле пурнăçланнине пĕлтерсе тăраççĕ. Пĕр сăмахсăрах, управленипе район хаçачĕ пĕр шухăшлă ĕçлени кирлĕ информацие район çыннисем патне вăхăтра тата уçăмлă çитерме май парать. Пенси тивĕçтерĕвĕн тата страхлавĕн ыйтăвĕсене халăха ăнлантарма пулăшакан публикацисемшĕн, акă, «Çĕнтерÿ çулĕн» коллективне канашлура савăнăçлă лару-тăрура РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн Тавĕпе чысланă.


"Çĕнтерÿ çуле"
07 апреля 2010
00:00
Поделиться
;