Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кил хуçи чăрмантарнă (Суд тенкелĕ çинче)

Мĕн хĕтĕртет-ши çынна ют пурлăха çаратма; Ĕçлес килменни-и, ыттисем ытлă-çитлĕ пурăннине ăмсанни-и; Сăлтавĕ тĕрлĕрен пулсан та, ку преступленишĕн айăпланакансен шучĕ пысăк.
Акă Вăрнарта пурăнакан С.Хайрутдинова, 2008 çулта киревсĕр ĕçшĕн суд тенкелĕ çине ларнăскере, обществăран уйăрмасăрах тÿрленме шанăç панă, икĕ çул тĕрĕслев тапхăрĕ палăртнă. Анчах çак вăхăтра хăйне йĕркеллĕ тытас вырăнне вăл пĕлтĕрхи июнь уйăхĕнче тепĕр преступлени тума хăтланса каллех йĕрке хуралçисен аллине лекнĕ. Ниçта та ĕçлеменскер саккунсăр майпа укçа тупас тенĕ курăнать - Вăрнарти пĕр хуçалăха тустарас шухăшпа кĕнĕ, анчах кил хуçи сасартăк таврăнса чăрмантарнипе кăна киревсĕр ĕçе вĕçне çитереймен.
Вăрнарта ял хуçалăх техникумĕ çывăхĕнче пурăнакан Л.-на çак кун кил-хуçалăхра пулăшма тăванĕ килнĕ, шăпах та унпа пĕрле С.Хайрутдинов пулнă. Кил  хуçи вĕсене пушă алăпа кăларса яман - темиçе сехет ĕçленĕшĕн кашнинех 50-шар тенкĕ тыттарнă, апат-çимĕçне те хĕрхенмен. Çакăн хыççăн «хăнасем» пурте поселока тухса кайнă.
Ĕçшĕн сахалрах тÿленĕ тенĕ-ши е Л.-н килĕнче мĕн вăрламаллине куçласа хунă-ши, С.Хайрутдинов çак çурта каялла таврăннă, питĕрмен алăкран шалалла кĕнĕ. Никам та çуккипе усă курса пÿлĕмсене тустарма пуçланă. Сасартăк кил хуçи килсе кĕни ăна вĕчĕрхентерсе янă. Мĕн тăвас - вăрă хăвăртрах кăмака хыçне пытанать, хăйне палласран питне тутăрпа хупласа хурать. Хăйне пурпĕрех палласа илсен вăл сĕтел çинчен çĕçĕ илсе Л. еннелле сулса янă. Хÿтĕленме тăрăшакан кил хуçине çĕçĕ алăран лексе суранланă.
Преступлени вырăнĕнчен тарма ĕлкĕрнĕ арçынна милици сотрудникĕсем çывăхри ял патĕнче тытса чарнă. Следстви уйрăмĕ ку преступлени тĕлĕш-пе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе Вăрнар район судне ярса панă. Тĕрĕслев тапхăрĕнче йĕркене пăсни С.Хайрутдиновшăн ахаль иртмен - йĕплĕ карта леш енче ирттермелли вăхăт хушăннă. Вăрнар район сучĕ ăна виçĕ çуллăха ирĕкрен хăтарнă, 2500 тенкĕ штраф хунă.


"Çĕнтерÿ çуле"
07 апреля 2010
00:00
Поделиться
;