Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пăшăрханма сăлтав çук

Икĕ çамрăк амăшĕ аллейăпа ача кÿмисене тĕксе утнăçемĕн шăкăл-шăкăл калаçса пыраççĕ. Пĕчĕк пепкисем çурхи хĕвел ăшшипе киленсе выртнă вăхăтра сăмах çурт-йĕр ыйтăвĕ çине куçрĕ. Ăçта, мĕнле майпа хваттер туянмалла, çурт-йĕр хакĕ, патшалăх пулăшăвне епле тивĕçмелле - темĕн те сÿтсе явма ĕлкĕрчĕç вĕсем.

- Эпир темиçе çул патшалăх программипе черетре тăратпăр, кăçал хваттерлĕ пуласса шанатпăр, - терĕ Алина.

- Питĕ аван. Манăн мăшăр вара кăçал кăна тĕрлĕ справкăсем пухма пуçларĕ. Халĕ акă тепĕр йывăрлăх сиксе тухрĕ. Вăл темиçе çул Камчаткăра пурăннă та, унта хваттер çукки çинчен справка кирлĕ иккен. Ăçтан хваттер пултăр, вăл общежитири пÿлĕмре тата виçĕ арçынпа пĕрле пурăннă. Халĕ çак хутшăн Камчаткăна кайса килмелле е справкăна доверенноçпе кама та пулин илтермелле. Анчах упăшкан унта тăвансем те, юлташĕсем те çук. Капла эпир пĕтĕм справкăсене виçĕ çул та пуçтаратпăр пулĕ, - хăйĕн пăшăрханăвне пĕлтерчĕ Ирина.

- Ан тĕлĕнтер-ха. Килте ларатăн та сериалсемсĕр пуçне нимĕн те пăхмастăн-им; Справкине çулталăк пуçламăшĕнчех ыйтнă пулĕ-ха;

- Çапла. Мĕн, ку справка кирлĕ мар-им;

- Кирлĕ-ха. Анчах уншăнах инçете тухса кайма тивмĕ. Регистраци службине килетĕн те заявлени çыратăн, паллах, ку тивĕçтерÿшĕн укçа тÿлетĕн. Хăйсен çул-йĕрĕпе тĕрĕсленĕ хыççăн Камчаткăра санăн мăшăрăн хваттер пуррипе-çуккине хăвăртах палăртĕç.

- Чăн та-и; Эсĕ ăçтан пĕлетĕн;

- Хыпарсем пăхмалла тата хаçатсем вуламалла! Чăваш енри Регистраци службине паян пĕтĕм Раççейрен çакнашкал ыйтусем килеççĕ. Республика çыннисем кăна темскер пуçаруллă мар. Сан пекех ку тивĕçтерÿ çинчен нимĕн те пĕлмеççĕ ахăртнех.

Чылайччен уçăлса çÿрерĕç çамрăк амăшĕсем. Хĕр-тантăшĕпе уйрăлнă хыççăн тÿрех килелле васкамарĕ-ха Ирина, вăхăта çухатмасăр Регистраци службине кĕрсе тухма шутларĕ. Алина пĕлтернĕ пек справкăна хăвăрт илме май пур-тăк, мăшăрне ырă хыпарпа савăнтарма сăлтав пулать-çке.

Регистраци службин специалисчĕ Иринăн ыйтăвĕсем çине хаваспах хуравларĕ: кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа справкăна урăх региона каймасăрах вырăнтах хатĕрлесе параççĕ иккен. Иринăн упăшкин заявлени çырмалла та информацишĕн 100 тенкĕ тÿлемелле. Тÿлев квитанцийĕпе паспорт даннăйĕсене çитерсе парсан малалла Регистраци службин сотрудникĕсем ĕçлеççĕ. Документсене пăхса тухса Камчаткăна электронлă çыхăну урлă ыйту яраççĕ. Камчаткăри ĕçтешĕсем вара Иринăн мăшăрĕн хваттер пуррипе-çуккине тĕрĕслесе Чăваш Республикине сведенисем ăсатаççĕ. Икĕ эрнерен Регистраци службин вырăнти уйрăмĕнче справка хатĕр те. Çакнашкал майпа куçман пурлăх объекчĕ тата пĕр-пĕр çыннăн çурт-йĕр прависем çинчен сведенисем илме май пур.

Регистраци службин çуртĕнчен тухсанах Ирина мăшăрĕ патне шăнкăравларĕ. Кирлĕ документсене ыранах илсе килме йышăнчĕç. Енчен те пĕтĕмпех ансат-тăк, мĕншĕн вăхăта тăсас;



"Çĕнтерÿ çуле"
07 апреля 2010
00:00
Поделиться
;