Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Спортивная хроника

ЙЫВĂР АТЛЕТИКА. Тюмень облаçĕнчи Заводоуковск хулинче юниорсем хушшинче иртнĕ Раççей первенствинче пирĕн ентеш Денис Тимофеев чаплă результат кăтартнă.
Спортăн ку тĕсĕпе каччă ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче Юрий Павлович Агилов тренер вĕрентсе-хавхалантарса пынипе çывăх туслашнă. Чăваш Республикин пĕрре мар призерĕ, 2-мĕш спорт разрядне тултарнă, Чăваш енĕн пĕрлештернĕ командин членĕ. Халĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренет, Борис Николаевич Глинкин патĕнче ăсталăха туптать.
Асăннă ăмăртура Д.Тимофеев 68 килограмлă виçе категорийĕнче 122 очко пухма пултарнă, спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă.
 
ИРĔКЛĔ МАЙПА КĔРЕШЕССИ. Хусанта Тутарстан тата Атăлçи федераци округĕн первенствисене пирĕн тăрăхри чи пултаруллă çамрăк кĕрешÿçĕсем хутшăннă.
 Ирина Львован ку турниртан тата тепĕр медаль хушăннă. Вăрнар ачисенчен чи лайăх результат - унăн. Вăл 48 килограмлă виçере пĕрремĕш пулнă.
Ку виçе категорийĕнчех Настя Ишмейкина кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.
Харпăр хăй виçе категорийĕнче Александра Савина - пиллĕкмĕш, Елена Петровапа Иван Сладков улттăмĕш вырăнсенче.
Турнира хутшăнакансем - Юрий Львов, Виталий Трофимов тата Андрей Павлов тренерсен вĕренекенĕсем.
 
БАСКЕТБОЛ. Турнир шăматкун район администрацийĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ Денис Трофимов, «Единая Россия» политика партийĕн «Çамрăк Гварди» ертÿçи Дима Павлов тата «Вираж» такси ертÿçи Алексей Константинов пуçарăвĕпе иртрĕ.
  Район шайĕнче пуçласа ирттернĕ ăмăртăва пĕтĕмпе çичĕ команда хутшăнчĕ: Вăрнарти 1-мĕш тата 2-мĕш, Хапăсри, Кульцаври, Ярмушкари вăтам шкулсен, Вăрнарти 1-мĕш шкултан вĕренсе тухнисен тата «ВЗСП-Август» ветеранĕсен командисем.
Физкультурăпа спорт комплексĕнче тата 1-мĕш шкулăн спортзалĕнче сарăлнă хĕрÿ вăйăсем чи сатуррисене палăртрĕç. Чи лайăх вăйăç ята акă Алексей Лавров çĕнсе илчĕ, тапăнса чи лайăх вылякан - Дима Трофимов, чи лайăх хÿтĕлевçĕ - Дима Паймулкин, центрти хастар вăйăç - Владимир Яковлев, командăна пуринчен лайăх туйса выляканĕ - 1-мĕш шкулти Сергей Павлов. Чи лайăх тренер - ку шкулти физкультура учителĕ Вячеслав Леонтьев.
38:34 - финалти тĕл пулу кăтартăвĕ чи вăйлă командăна палăртрĕ, вăл  - 1-мĕш шкултан вĕренсе тухнисен команди. Завод ветеранĕсем иккĕмĕш вырăнта. 2-мĕш шкул команди - бронза призер.
Йĕркелÿçĕсенчен спорта аталантарассишĕн тав сăмахĕсемпе парнесем илни кăна мар, çĕнтерÿçĕсем те, ăмăртăва хутшăнакансем те çак турнирта чунпа та, сывлăхпа та çирĕпленни пĕлтерĕшлĕ.
Спортăн çак тĕсĕ районти шкулсенче лайăх аталаннă, вырăнсенче вăйăсем час-часах иртеççĕ. Районта йĕркеленĕ пĕрремĕш  турнира, шел, пурте хутшăнаймарĕç. Анчах шанăç пур - малашнехи ăмăртусем ытларах команда пуçтарĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
07 апреля 2010
00:00
Поделиться
;