Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

АЧАСЕН КАНĂВĔ - УЙРĂМ ТИМЛĔХРЕ

Каникулсем вăхăтĕнче кĕçĕннисене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, вĕсен канăвне туллин те усăллă йĕркелесси ашшĕ-амăшĕшĕн те, вĕрентÿ учрежденийĕсемшĕн те, влаçра тимлекенсемшĕн те яланах тĕп вырăнта тăнă. Сăлтавĕ уçăмлă: ача тÿрĕ çултан ан пăрăнтăр. Ку тĕлĕшпе, паллах, чи малтанах лагерьсен (шкулти, хула тулашĕнчи, ытти) ырă тивĕçне палăртмалла. Вĕсем ачасен вăхăтне усăпа ирттерме кăна мар, аталанма, воспитани илме пулăшаççĕ.
Акă черетлĕ каникулччен вăхăт нумай юлмарĕ. Кăçал ачасен çуллахи канăвне пуçласа çĕнĕлле йĕркелеççĕ: вырăнти влаçсен вăйĕпе тата, тĕпрен илсен, республика укçи-тенкипе. Çĕнĕлĕхĕн ырă енĕ мĕнре-ши; Çак тата ытти ыйту тавра паян район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕпе Николай Никитич ИВАНОВПА калаçатпăр.
- Николай Никитич, çуллахи канăвăн нумай мелĕнчен (шкулти, палаткăллă лагерьсем, ялти кану, ĕç бригадисем) ашшĕ-амăшĕсене чи малтанах хула тулашĕнчи лагерьсем ытларах кăсăклантараççĕ. Путевкăсем илесси мĕнле йĕркепе пурнăçланса  пырĕ-ши;
- Чăн та, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2009 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе пур категорири ачасене сывлăха çирĕплетекен кăнтăрлахи тата хула тулашĕнчи лагерьсенче канма май туса парасси муниципаллă районсемпе хула округĕсен администрацийĕсем çине выртать. Вăрнар район пуçлăхĕн кăçалхи мартăн 25-мĕшĕнчи «2010 çулта Вăрнар районĕнчи ачасен, çула çитмен çамрăксен канăвне, сывлăхне çирĕплетессине тата пушă вăхăтне усăллă ирттерессине йĕркелес мерăсем çинчен» йышăнăвĕпе ку ĕçшĕн пирĕн пай яваплă.
Ачасен тулли канăвне йĕркелес тĕлĕшпе районта туса хунă комисси шкулта вĕренекенсем валли кану, сывлăха çирĕплетес тата ĕçлĕ пулас йĕркесене палăртнă ĕнтĕ.
Хула тулашĕнчи лагерьсене илес пулсан, кунта ырă енсем пур. Малтанхи пек путевкăсем тĕлĕшпе лимит çук: унччен бюджет организацийĕсене вунă шкул ачи пуçне 1,7 путевка тивĕçетчĕ. Халĕ направленисене профком урлă та йăлăнмалла мар - путевкăсене илесси ашшĕ-амăшĕ ăçта ĕçленинчен килмест.
- Путевкăсене мĕнле йĕркепе илмелле-ха;
- Схема çапларах. Енчен те эсир хăвăрăн çиччĕ тултарнă, анчах вун улттăран аслăрах мар ачăра хула тулашĕнчи лагере яма кăмăл турăр пулсан заявлени çырмалла, унта хăш лагере тата сменăна ярассине уçăмлăн палăртмалла. Ун çумне ача çуралнине ĕнентерекен хутăн (е паспортăн) ксерокопине, вĕреннĕ çĕртен, çемье йышĕ тата çемье членĕсен тупăшĕ çинчен калакан справкăсене тăратмалла. Заявление ашшĕ-амăшĕ (саккунлă представитель) çырать. Путевкăсене ыйтса çырни тăрăх черетпе тивĕçтереççĕ. Палăртмалла, района пĕтĕмпе 304 путевка панă.
Заявленисене ĕçлĕ кунсенче апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 20-мĕшĕччен йышăнаççĕ: Вăрнар пос., Ленин урамĕ, 54-мĕш çурт, методика пÿлĕмĕ.
- Ашшĕ-амăшĕсене чи малтанах путевка хакĕ кăсăклантарать. Мĕн хак пулĕç-ши вĕсем;
- Тÿрех калам, кăçалтан бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсен ачисем хула тулашĕнчи лагерьсенче тÿлевсĕр канаймĕç. Анчах та лагерьти кану хакла кайса лармĕ. Ашшĕ-амăшĕн путевкăн пĕтĕмĕшле хакĕн 10 процентне кăна - 770 тенкĕ - тÿлеме тивет. Çак тăкака ашшĕ-амăшне хăй ĕçлекен предприяти саплаштарма пултарать, енчен те коллективлă договорта кун çинчен калакан ятарлă йĕрке пур пулсан. Çакна та  каламалла, 770 тенке вĕрентÿ пайне мар, суйласа илнĕ лагерь кассине хывмалла.
- Пурнăç йывăрлăхĕсене кĕрсе ÿкнĕ ачасем (инвалид-ачасем, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисем, тупăш сахал, тулли мар, йышлă çемьери ачасем, т. ыт. те) валли çăмăллăхсем пулĕç-и;
- Çапла, ку категорири ачасем яланах тимлĕхре пулнă. Вĕсене хула тулашĕнчи лагерьсенче канма путевкăсене тулли хакĕн 10 проценчĕпе мар, 5 процент йÿнетсе тивĕçтерĕç. Ку ушкăна кама кĕртнипе республика правительствин иртнĕ çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчи ачасен канăвне тата сывлăхне çирĕплетессине йĕркелессипе республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрасси çинчен калакан правилăсенче палăртнă. Анчах 5 процентлă путевкăсем, уçăмлатмалла, Сывлăх сыхлавĕн министерстви урлă тивĕçеççĕ. Çÿлерех асăннă категорине кĕрекенсен ашшĕ-амăшĕсен çапла заявление вĕрентÿ пайне мар, халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пайне çырма (Вăрнар пос., Илларионов ур., 4-мĕш «а» çурт) тивет. Паллах, вĕсен çуралнине ĕнентерекен хут копийĕпе пĕрле ача йывăр пурнăç условийĕсенче пулнине ĕнентерекен документ та тăратмалла.
Тÿлевсĕр путевкăсемпе ача çурчĕсенчи, шкул-интернатсенчи, ашшĕ-амăшĕ ниçта та ĕçлемен çемьесенчи, никам та пăхман, килсĕр ачасене тивĕçтереççĕ.
- Шкул çумĕнчи лагерьсем сыхланса юлĕç-и тата;
- Вĕрентÿ учрежденийĕсем, хушма вĕрентÿ учрежденийĕсем çумĕнче яланхиллех сывлăха çирĕплетекен кăнтăрлахи лагерьсем ĕçлĕç. Çуллахи вăхăтра вăл - 21, кĕркуннехи-çуркуннехи тата хĕллехи каникулсенче 7 куна тăсăлать. Вĕсене вĕрентÿ учрежденийĕсем ашшĕ-амăшĕсен заявленийĕсем тăрăх (вĕсене те май уйăхĕн 20-мĕшĕччен йышăнаççĕ) йĕркелеççĕ.
- Калаçушăн тавтапуç!


"Çĕнтерÿ çуле"
10 апреля 2010
00:00
Поделиться
;