Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Асăрханни пăсмасть

Терроризм паян - пĕтĕм тĕнчешĕн калама çук хăрушă пулăм. Шел пулин те, Раççей террористсен ирсĕрлĕхĕ час-часах палăракан çĕршывсен йышĕнче. Вĕсене алхасма парас мар тесе патшалăх шайĕнче мерăсен комплексне йышăннă, терроризмпа кĕрешмелли пĕтĕмĕшле система хатĕрленĕ. Анчах хĕç-пăшалсемпе, сирпĕтмелли япаласемпе усă курса мирлĕ халăхпа «кĕрешекенсем» тата та чеерех, ирсĕртерех мелсем шутласа кăлараççĕ. Çакнашкал усал ĕçсем пирĕн тăрăха çитеймессе ĕненсе ку çивĕч лару-тăрăва татса парассинчен аякра тăни тĕрĕс мар. Ыран мĕн пулассине никам та пĕлмест - террористсен аллине лекессинчен пирĕнтен никам та страхланса хураймасть.

Хăйсен киревсĕр ĕçĕсем вуншар-çĕршер çынна тĕп туччăр, вĕсем çинчен пĕтĕм тĕнче калаçтăр тесе тăрăшакан ирсĕрсем халăх чылай пухăнакан вырăнсене юриех суйласа илеççĕ. Тĕрлĕ сирпĕтмелли япаласем амантни кăна мар, хăраса ÿкнĕ çынсем çăлăнăç çулĕ шыраса пĕр-пĕринпе тĕркĕшсе суранланнине тата вилнине те лайăх ăнланаççĕ вĕсем. Çавăнпа та кашни гражданинăн терроризма хирĕçле пĕлÿ илмелли, хăйĕн тата ытти çынсен хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли хăнăхусене вĕренмелли çинчен асăрхаттаратпăр.

Граждансене пĕлме: террористсем сирпĕтмелли хатĕрсене вырнаçтарма пултаракан вырăнсем - çĕр айĕпе çул урлă каçмалли тоннельсем, вокзалсемпе пасарсем, лавккасем, стадионсемпе дискотекăсем, транспорт хатĕрĕсем, электричествăпа е газпа тивĕçтерекен объектсем, вĕренÿ заведенийĕсемпе ача-пăча учрежденийĕсем, больницăсем, пурăнмалли çуртсен путвалĕсемпе пусма тăваткалĕсем, çÿп-çап контейнерĕсем, кĕперсем.

Терактсенчен хÿтĕленес тĕллевпе путвалсемпе чартаксене хупăнмалла тăвăр, домофонсем вырнаçтарăр, аялти хутсенчи кантăксене решеткесем лартăр. Çавăн пекех хăть кама алăк уçса кĕртме юрамасть, палламан çынсем путвалсене е пĕрремĕш хута михĕсемпе ещĕксем, коробкăсем йăтнипе те кăсăкланмалла.

Пĕр-пĕр вырăнта сирпĕтмелли хатĕр пуррине çак паллăсемпе пĕлме пулать: çуртсем çывăхĕнче чылай хушă ларакан палламан машинăсем, тĕрлĕ проводсем нумаййи, пралуксем карни, паллă мар шăршă туйăнни, хуçасăр выртакан сумкăсемпе чăматансем, тĕркемсемпе михĕсем, ещĕксемпе коробкăсем, тупнă япала сасă кăларни (сăмахран, сехет пек).

Çÿлерех асăннă паллăсемлĕ, шанчăклă мар япалана асăрхасан тÿрех шалти ĕçсен органĕсене, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен ĕçĕсемпе тимлекен службăна пĕлтермелле. Ун патне хăвăр тĕллĕн пыма, алăпа тытма, çывăхра кĕсье телефонĕпе усă курма юрамасть.

Енчен те сирĕн тăрăхра терактсем пулса иртес хăрушлăх пур-тăк, хăвăрт эвакуациленме хатĕр пулмалла, ватă çынсемпе чирлисене пулăшмалла. Балконсемпе лоджисенчен çунакан япаласене илсе хурăр, эмелсем, сурансене сиплемелли препаратсем, бинтсем, апат саппасĕ ал айĕнче пулччăр. Хăрушлăх сирĕличчен пасарсемпе лавккасене тата халăх чылай пухăнакан ытти вырăнсене тухса çÿреме кирлĕ мар.



"Çĕнтерÿ çуле"
10 апреля 2010
00:00
Поделиться
;