Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Аслă ăрурисен сывлăхĕшĕн

Аслă Çĕнтерĕве туптанă çĕре пысăк тÿпе хывнă çынсене ĕмĕр мухтав!
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен, инваличĕсен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çар çыннисен тăлăх арăмĕсен сывлăхне тĕрĕслеме район тĕп больницин тĕп врачĕн хушăвĕпе врач-специалистсен бригадине йĕркеленĕ, яваплă çынсене çирĕплетнĕ. Кашни юнкун шур халатлă ĕçченсем вырăнсене тухса çÿреççĕ. Стационар условийĕсенче те сывлăха тĕрĕслеççĕ.  Палатăсенче хăтлă, ветерансене вĕри апат çитереççĕ.
Обязательнăй йĕркепе врачсем - хирург, невролог, уролог, отоларинголог, офтальмолог, эндокринолог, акушер-гинеколог, травматолог - ветерансен сывлăхне тĕрĕслеççĕ. Ватă çынсем лабораторипе диагностика тĕпчевĕсем витĕр тухаççĕ. Вĕсен куç чирĕсене тупса палăртассипе те тĕллевлĕ ĕçлеççĕ.
Сывлăха тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн диагностика, сиплев, реабилитаци ирттермелли мероприятисене çирĕплетеççĕ, диспансеризаци вĕçленсен кашни пациента сывлăх паспорчĕсем параççĕ.
Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне çÿлерех асăннă категорири 265 çын медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Вĕсенчен 51-шĕ стационар условийĕсенче сипленнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă пилĕк çын сывлăха «Вăрçă ветеранĕсен республикăри клиника госпиталĕ» патшалăх учрежденийĕнче çирĕплетнĕ. Ветерансем хăйсене мĕнле туйнине пĕлме ялти фельдшерсем, участоксенчи медсестрасем вĕсем патне кашни кун çÿреççĕ. Терапевтсем тата пĕтĕмĕшле практика офисĕсенчи тухтăрсем ватăсен сывлăхне уйăхсерен тĕрĕслеççĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 30 çыннăн тÿлевсĕр эмел илме право пур. Çак çăмăллăхпа 12 ветеран усă курнă - 11 пин тенкĕлĕх тÿлевсĕр эмел илнĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 апреля 2010
00:00
Поделиться
;