Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕрÿ ĕç пуçланиччен

Ака-сухана тухиччен ял хуçалăх организацийĕсенче техника тĕрĕслевĕ иртет. Унта механизаторсем, инженерсем, ертÿçĕсем ял хуçалăх машинисен юсавлăхĕшĕн мĕнлерех тимлени яр уççăн курăнать. Техника тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче «Санары» агрофирмăра, «Мураты», Карл Маркс ячĕллĕ кооперативсенче, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче вăй хуракансен яваплăхĕ пысăк пулни палăрнă. Анчах та тăрăшулăх пур çĕрте те курăнмасть. Патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕн районти аслă инспекторĕ ИванТимофеев пĕлтернĕ тăрăх, çур акине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерес тесен «Родник» агрофирмăри ĕçченсен хытах тимлемелле-ха. Çавăн пекех хăш-пĕр хуçалăхсенче тракторсене, вĕсен прицепĕсене, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти машинăсене уй-хире кăларма палăртнă кун тĕлне пĕтĕмпех хатĕрлесе çитерейменрен техника тĕрĕслевĕ витĕр тухмалли графика комиссин улшăнусем кĕртме тивнĕ.
Техосмотр вĕçленсен комисси членĕсем хуçалăхсенче вĕрентÿ ирттернĕ. Вĕсем яваплă тапхăр вăхăтĕнче ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине аса илтернĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 апреля 2010
00:00
Поделиться
;