Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Коммуналлă тивĕçтерÿсемпе - вун-вун çивĕч ыйту

Юлашки вăхăтра халăхра коммуналлă хуçалăх тытăмĕпе çыхăннă ыйтусем нумайланчĕç, чылай çивĕчленчĕç. Тивĕçтерÿсен хакĕ самаях ÿсни, шыв, электричество, ытти ыйтусем çынсемшĕн çав-çавах уçăмсăр юлаççĕ. Çакна пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн управленийĕн касси умĕнче те, ахаль калаçура та, редакцие килекен çырусенче те уççăнах илтме-курма пулать.
Вăрнар районĕнчи поселенисем хушшинчи тĕп библиотекăра ЖКХ сферинчи ыйтусене йĕркелессипе иртнĕ пĕрлехи йышăнура та калаçу çивĕч пычĕ. Пухăннисем хăйсене тахçантанпах канăçсăрлантаракан ыйтусем çине хурав тупма тăрăшрĕç. Вĕсен ыйтăвĕсене район прокурорĕн заместителĕ Е.Дмитриева, «Интех» тулли мар яваплă общество ертÿçи Л.Сантимер, район пуçлăхĕн заместителĕ Н.Петров, Вăрнар хула поселенийĕн, коммуналлă служба представителĕсем хуравларĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 апреля 2010
00:00
Поделиться
;