Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Опытпа паллашнă

Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашас тĕллевпе Санарпуçĕнчи тата Çĕрпелти культура ĕçченĕсем Çĕньял Хапăсри модельлĕ библиотекăра пĕрлехи тĕл пулу йĕркеленĕ.
Çĕрпел тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Г.Андреев хăйĕн ял историйĕпе çыхăннă кĕнекипе паллаштарнă, ăна библиотекăна парнелесе хăварнă.
Хăнасене кĕтсе Çĕньял Хапăсри библиотекăра вырăнти ал ăстисен ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Санарпуçĕнчи шкулта нимĕç чĕлхине вĕрентекен Р.Г.Гордееван крючокпа çыхнă салфеткисемпе  тата тутăрĕсемпе, И.А.Ефимова пенсионеркăн тĕррисемпе çыхнă япалисемпе, А.Я.Филимонован тĕрĕллĕ алшăллийĕсемпе тата вырăн хатĕрĕсемпе вĕсем кăмăлласа паллашнă. Аваллăха тата чăвашсен ĕçченлĕхне палăртакан курав историе упраса хăварас, çамрăксене аслă ăру çинчен ытларах вĕрентес ĕçре пысăк вырăн йышăннине палăртнă.
80 çултан иртнĕ Иван Абрамович Абрамовăн йывăçран касса ăсталанă япалисене çĕрпелсем парне вырăнне кăмăлласа йышăннă.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 апреля 2010
00:00
Поделиться
;