Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ПĂРТАСРА КЛУБ ПУЛĔ-ШИ (Редакцие килнĕ çыру)

Пире, Пăртас тăрăхĕнче пурăнакан çамрăксене, пушă вăхăта пĕрле пухăнса усăллă ирттерме тивĕçлĕ условисем пулманни самаях пăшăрхантарать. Паллах, районти чи пысăк ялта халĕ те клуб çукки ытла та намăс.
Пирĕнтен хăшĕ-пĕрисем çураличченех пуçланнă Горбачев перестройкипе Ельцин ертсе пынă тапхăр пăртассене пуринчен те ытларах шар кăтартрĕç пулас. Атте-анне каласа кăтартнă тăрăх, хăй вăхăтĕнче пирĕн Мичурин ячĕллĕ колхоз районта малтисен ретĕнче пынă. Шел, ăна хамăр районта чи малтан путлантарса панкрута кăларнă. Ку кăна мар, Совет Союзĕ арканиччен ял варринче икĕ хутлă  клуб çĕклесе лартнă пулнă. Анчах кунти ĕçсене пĕтĕмпех вĕçлеме ĕлкĕреймен, çавна май вăл ишĕлме пуçланă. Хуçасăрлăх палăкĕ пулса темиçе çул юхăнса ларнă хыççăн клуб çуртне районти пĕр пуян предприниматель пăсса кайнă.
Пĕр вăхăтра çамрăксене клуб вырăнне ялти вăтам шкул çурчĕн пĕр кĕтесне уйăрса панăччĕ. Çулталăк каялла кунта та кĕртме пăрахрĕç. Канмалли кунсенче яла хуласенчен килекен каччăсемпе хĕрсене тĕл пулса калаçма вырăн çук. Çавна пула хăш-пĕр çамрăксем ытти ялсене çÿреççĕ. Çапла, пĕррехинче кÿршĕ ялти клубран таврăнакан икĕ хĕре машинăпа таптаса вĕлернĕ.
Клуб çуккишĕнех вуншар-вуншар çамрăк пушă вăхăта ялти барсенче ирттерет, эрех-сăрапа минрешет. Çакă бар хуçисемшĕн, паллах, - ырă тупăшлă. Вĕсене çамрăксем ĕçкĕ авăрне путни шутлаттармасть.
Тăватçĕр ытла çамрăк пурăнакан Пăртас тăрăхĕнче клуб кирлех. Анчах ăна хăçан туса лартма май пулĕ-ши; Çĕнĕ клубăн проекчĕ пур тенине те илтнĕ-ха. Çапах та эпир вăхăта халĕ культурăллă ирттересшĕн. Клуб пире паян кирлĕ. Вăхăтлăха та пулин клуба ялти шкул çурчĕн пĕрремĕш хутĕнче уçма май çук-ши; Хăй вăхăтĕнче виçĕ хутлă çак çурта 500-е яхăн ача вырнаçмалăх туса хута янă. Халĕ шкулта 160 ача кăна вĕренет, çавна май çуртăн иккĕ-виççĕмĕш пайĕ пушах ларать. Пирĕн çак ыйтăва район пуçлăхĕ кăна татса пама пултарать тесе шутлатпăр. Республика Президенчĕ Н.Федоров икĕ çул каялла ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен йышăннă Указ та пирĕн хута кĕмелле пек те...
 

Ю.ВАСИЛЬЕВ, А.НИКИТИН, А.ГРИБОВ, А.ЕГОРОВ,

М.ВАСИЛЬЕВ, Д.ИВАНОВ, Е.КОНДРАТЬЕВА, А.КОЛПАКОВ,

А.АНДРЕЕВА, А.ЯЗЫКОВА, Н.МИРОНОВА  тата ыттисем


"Çĕнтерÿ çуле"
10 апреля 2010
00:00
Поделиться
;