Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пушар çуртаран тухнă (01 служба пĕлтерет)

Тунтикун 8 сехет иртсен Кивьял Нурăс ялĕнче пушар тухнă, пĕр хуçалăх тĕпĕ-йĕрĕпе тенĕ пекех çунса кĕлленнĕ.
Патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн дознавателĕ Ю.Иванов пĕлтернĕ тăрăх, инкек  Мăнкун çуртинчен тухнă. Кил хуçин ашшĕ, пÿлĕмре çурта çутса апат çинĕ те вăл сÿничченех сакайне аннă. Пĕр сехет майлă иртсен кăна, пÿлĕмрен çунăк шăрши кĕме тытăнсан, хыпăнса ÿкнĕ. 87-ри ватă малтан çулăмпа хăй тĕллĕн кĕрешнĕ, анчах ĕç тухман. Вут-çулăм вара урайпа стенасем çине куçнă, хăвăрт сарăлса пынă. Пушара сÿнтерме Ярмушкари тата Калининăри уйрăм постсен, Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕсен машинисем килсе çитнĕ. Анчах çак вăхăта çăлмалли нимĕн те пулман: кивĕ йывăç çурт хăвăрт çунса кайнă. Çулăм хуçалăхри хуралтăсене те шеллемен - çурт çинчен куçса вĕсене те сиенлетнĕ.
Çав кунах кăнтăрла иртсен пушар хуралне Кайри Тукайĕнчен шăнкăравланă: кунта «Янгорчино» ял хуçалăх предприятийĕн арманĕн тăрри тивсе илнĕ. Ялти халăх çулăма хăвăрт асăрханă та çийĕнчех сÿнтерме пуçланă, пушара вăйлă сарăлма паман. Çавна пулах тăкакĕ те пысăках мар. Пушар сăлтавĕ çинчен уçăмлă калама çук-ха, ăна палăртассипе яваплă службăсем ĕçлеççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 апреля 2010
00:00
Поделиться
;