Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрман та каснă, колхоза та çĕкленĕ

Мăньял Хапăсра пурăнакан Мария Егоровна Кузьмина кăçал 78 тултарать. Апла пулсан та вăл паянччен алла туя тытса курман, чирлерĕм, вăй çук тесе вырăн çинче выртман. Хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхне пăхать, кил-çуртне тирпей-илем кÿрет.
Çак кунсенче манăн унпа юнашар ларса иртнĕ çулсем çинчен сăмах ваклама тиврĕ.
- Мария Егоровна; - ыйтрăм эп унран. - Вăрçă пуçланнă чух эсĕ тăххăрта пулнă, çав вăхăта астăватăн-и;
- Мухтанса каламастăп, анчах та вăл вăхăта эпĕ ĕнерхи пекех асра тытатăп. Ырăпа мар - мĕнле хĕн-асап тÿснипе.
Унăн калавне итлетĕн те, паянхи ачасем çăтмахра пурăннă пекех туйăнать. Вăрçă ачисен шăпи вара ытла та йывăр пулнă. Вăрçă пуçлансанах ашшĕне фронта илсе каяççĕ, çемьери виçĕ ачана амăшĕн - Юлия Федоровнан - пĕчченех пăхса çитĕнтерме тивет. Ашшĕ, вăрçăн тăваттăмĕш уйăхĕнче, Мускав патне талпăнакан Гудериан танкĕсемпе çапăçса Смоленск хули çывăхĕнче Ельня районĕнче авăнăн 7-мĕшĕнче паттăррăн вилет.
Колхозлă ялсен май пур таран фронта пулăшмалла, амăшĕсемпе пĕрле çич-сакăр çулхи ачасем те ĕçе çыпăçаççĕ. Маруç та амăшĕпе пĕрле тырă вырать, çĕр улми кăларать, колхоза молотилка илсе килсессĕн черетпе кунĕн-çĕрĕн авăн çапать. Çулне пăхмасăрах çитĕннисемпе тан ĕçлет. Ытти ĕçре колхоз çыннисене 200-шер грамм çăкăр панă пулсан, авăн çапакансене талăкра кило çурă панă. Ĕçлесе илнĕ çăкăра вĕсем килте пĕр пек пайласа çинĕ.
Хĕл кунĕсем çитеççĕ. Раштав сиввисем 50 градуса çывхараççĕ. Шăтăк-шатăк витери ĕне те тапратать, кĕçех пăруламалла. Амăшĕ яланах ĕçре, мĕн тумалла; Кунашкал сивĕре пăрăва шăнтса вĕлерме  те пулать. Маруç витери шăнман тислĕке пÿрт алăкĕ патне илсе пырса картлашкасем туса шăнтать, ĕнене ăшă пÿрте илсе кĕрсе пăрулаттарнă. Амăшĕ кун çинчен пĕлсен ача ăс-пуçĕнчен тĕлĕнсех каять. Чăннипех матур иккен унăн аслă хĕрĕ!
Вăрçă чарăнсан та ялти çынсен пурнăçĕ çăмăлланмасть. Килте çăкăр-тăвар çитменни кăна мар, патшалăха налук тÿлесе тăнран каян. Выльăх-чĕрлĕхшĕн, кил-çуртшăн йăлтах налук хураççĕ. 1947 çулта Мария Егоровна «Гигант» колхозра сурăхсем пăхма тытăнать, сакăр çул пĕр канмасăр тимлет.
1949 çулта амăшĕ Йĕпреçпе Çарăклă вăрманĕсен чиккине вăрман касма каять. Каярахпа кунта барака пирĕн ял çыннисем унăн ячĕпе «Улькка баракĕ» теме пуçларĕç. Маруç та вăрман ĕçне куçать, пăравуссем валли çĕр кăмрăкĕ вырăнне хутма ятарласа хурăн вутти хатĕрленĕ çĕрте вăй хурать.
Утмăлмĕш çулсем пуçламăшĕнче вĕсем ялти Çÿçелĕх урамĕнче ларакан пÿртне сутса яраççĕ, 1962-мĕшĕнче аслашшĕн килĕпе юнашар çĕнĕ çурт çавăраççĕ. Ку вăхăт тĕлне «Гигантпа» «Самолет» колхозсем пĕрлешеççĕ. Мария Егоровна дояркăра ĕçлеме тытăнать. Малтанах  16 ĕне, каярахпа 25 пуç таран сăвать, 14 çул резина атта ураран хывмасть. Юрать-ха юлашки çулсенче колхозра ĕнесене электричество вăйĕпе ĕçлекен аппаратпа сума пуçлаççĕ.
Выльăхсене лайăх пăхнăшăн ăна Хисеп грамотисемпе парнесем парса чыслаççĕ. Хуçалăх председателĕ Николай Архипович Юркин пухури çынсем умĕнче тав туса хаклă тутăр çыхтарать. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та вăл алă усса лармасть, механизаторсем валли апат пĕçернĕ çĕрте тимлет.
Ĕç ветеранĕ ывăл пăхса çитĕнтерчĕ. Дима халĕ электричество сечĕсенче ĕçлет.
Мария Егоровнан икĕ мăнук. Аслине, ват асламăшне хисеплесе - Оля, кĕçĕн мăнукне ватă аслашшĕ пекех Якур тесе чĕнеççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
10 апреля 2010
00:00
Поделиться
;