Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачасен пурнăçĕ хаклăрах

Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ йĕркеленипе  ача-пăча çулăмпа ашкăннăран тухакан пушарсемпе кĕрешмелли уйăхлăх старт илчĕ. Ку профилактика мероприятийĕ çулсеренех иртет, унăн тĕп тĕллевĕсем - ачасене хăйсен тата ыттисен хăрушсăрлăхĕшĕн яваплăха туйма вĕрентесси, чрезвычайлă лару-тăрусенче çирĕп пулма хăнăхтарасси. Уйăхлăх шкулсенче çуллахи каникул пуçланичченхи тапхăрпа пĕр килни аван - вĕсене пушар хăрушсăрлăх правилисене çĕнĕрен аса илтерни, шкултан ирĕклĕ вăхăтра шăрпăкпа, çулăмпа ашкăнма юраманнине, çакă мĕнпе вĕçленме пултарнине ăнлантарни питĕ кирлĕ.
Районта та ВДПО-н районти участокĕ, патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕ, 27-мĕш пушар чаçĕ, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ пĕрлехи вăйпа пĕтĕм шкулта тата ача сачĕсенче чрезвычайлă лару-тăрусенчен хÿтĕленессипе çыхăннă ыйтусемпе, пушар хăрушсăрлăх темипе, çул тата транспорт çинче инкексенчен сыхланас тĕлĕшпе калаçусем, хăрушсăрлăх урокĕсем ирттерме палăртнă. 4-11 классенче вĕренекенсем ку темăсене çутатса диктантсемпе сочиненисем çыраççĕ, викторина-конкурссенче тупăшаççĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсемпе кунта пĕлÿ пухакансене пушара сÿнтермелли пĕрремĕшле хатĕрсемпе усă курма хăнăхтарассине те, эвакуаци вĕренĕвĕсене ирттерессине те мероприятисен планне кĕртнĕ. Пушар хуралĕн сотрудникĕсем çавăн пекех ачасене Шупашкарти пушара хирĕçле пропаганда тата обществăлла çыхăнусен  центрне тата Йĕпреçри филиалне экскурсие çитсе курма сĕнеççĕ.
Уйăхлăх йĕркипе акă Калининăри шкул-интернат вĕренекенĕсем Вăрнарти 27-мĕш пушар чаçĕнче экскурсире пулнă. Пушар сÿнтерекенсем вĕсене хăйсен, диспетчерсен ĕçĕ çинчен каласа панă, районта пулнă инкексене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартса çулăмран асăрханмаллине аса илтернĕ. Ачасем пушарниксен ятарлă тум-тирне те тăхăнса курнă, пушар автомашинин тытăмĕпе паллашнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2010
00:00
Поделиться
;