Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Инкек ан пултăр тесен...

Производствăра инкек-синкек тухнин тĕп сăлтавĕ - ĕç сыхлавĕн йĕркисене уяманни. Асăрхануллă, тимлĕ пулманни хакла ларать. Иртнĕ çул акă хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче районти икĕ хуçалăхра тăрăшнă вăй питти икĕ çыннăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă.
Çур акине тухиччен ĕç сыхлавĕн йĕркисене çирĕппĕн пăхăнма хăнăхтарас тĕллевпе ял хуçалăх предприятийĕсенче вĕрентÿсем ирттереççĕ. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари хушма хуçалăхĕнче тата сысна комплексĕнче вăй хуракансем хастар пулнă - пурĕ 56-ăн пĕлĕве тарăнлатнă.
Ĕç сыхлавĕн правилисене çирĕппĕн пăхăнма вĕрентессишĕн Вăрнарти аш-какай комбинатĕнчи хăрушсăрлăх техники енĕпе тимлекен Галина Степашина инженер, Роза Шашкина фельдшер, «Агро-инновацисем» патшалăх унитарлă предприятийĕн Вăрнарти консультаци центрĕн директорĕ Евгений Алексеев, райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Вячеслав Никифоров тăрăшнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2010
00:00
Поделиться
;