Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

МАНĂÇМИ КУНСЕМ-ÇУЛСЕМ (Аслă Çĕнтерÿ: 65 çул)

«Вăрçă пуçланнă!» - çак хăрушă хыпар пирĕн çемьене те, пускилсене те хурлантарса-кулянтарса ячĕ. Чĕрене ыраттаракан туйăм хупăрланипе-ши, хĕрарăмсем вăрттăн йĕреççĕ. Малашне мĕнле пурăнмалла; Хăçанччен пырĕ-ши ку ылханлă вăрçă;
Вăйпитти арçынсене тепĕр куннех вăрçа илсе кайма тытăнчĕç. Хĕрсемпе çул çитмен арçын ачасене санитари тата ФЗО училищисене пуçтарса ячĕç. Лавккара çăкăр-тăвар хакĕ калама çук ÿссе кайрĕ. Кĕçех лавккасем те хупăнчĕç.
Вăрçă пуçланиччен эпир Вăрнарта, хальхи стадионăн (ун чухне ку вырăнта пасарччĕ) кăнтăр-хĕвеланăç кĕтессинче фосфорит завочĕн казарминче пурăнаттăмăр. Атте заводăн ансăр чукун çулĕн мастерĕнче ĕçленĕ. Заводра фосфорит çăнăхĕ вырăнне фронт валли продукци туса кăларма тытăнчĕç. Ăна валли вăрман касса йывăç кăмрăкĕ хатĕрлеме пуçларĕç. Делянкăсем çинчех кăмрăк тăватчĕç. Пĕнер Айкăш, Вăрман Шăхаль, Кĕперлĕ Кÿлхĕрри ялĕсем хыçĕнчи кăмрăк хатĕрлекен кăмакасем талăкĕ-талăкĕпе шурă тĕтĕм кăларса ларатчĕç. Хатĕр кăмрăка ир пуçласа каçченех автомашинăсемпе Пăртас витĕр турттаратчĕç. Пире, ачасене, Америкăран ярса панă «Студобеккерсем» килĕшетчĕç. Çав хăватлă машинăсем иккĕччĕ. Вĕсем вăйĕпе те, калăпăшĕпе те тĕлĕнтеретчĕç. Машинăсем килнине курсан, ĕçе пăрахса униче хапхи патне чупса тухаттăмăр та хыçĕнчен уртăнса урам тăрăх ял вĕçне çитиччен катаччи чупса юлаттăмăр. Паллах, çакăншăн пире водительсем те, килтисем те «типĕ мунча кĕртетчĕç».
Заводăн ансăр чукун çул хуçалăхне чарса лартнă тата бронь вăхăчĕ тухнă май, 1943 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче аттене, Василий Андреевич Андреева, фронта кайма ят тухрĕ. Сăмах май, ăна пĕрремĕш хут çамрăк Совет республикине хÿтĕлеме 1920 çулта Хĕрлĕ Çара илнĕ пулнă. Вăл 1901 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. Аттене вăрçа ăсатнă чухне эпĕ саккăрта пулнă. Уйрăлу саманчĕ ĕмĕрлĕхех асра юлчĕ. «Турă пулăшсан-упрасан, тен, таврăнăпăр-и», - терĕ те атте пуçне кăшт усрĕ. Эпĕ унăн куçĕсем шывланнине асăрхарăм. Аттерен тылра çиччĕн тăрса юлтăмăр: асли-ваттисем - виççĕн, ачасем - тăваттăн. Аслă ачи вунпĕрте пулнă.
Кĕçех район территорине вĕренÿ полигонĕ туса хучĕç. Çамрăк салтаксене виçшер уйăх çар ĕçне хăнăхтаратчĕç. Вăрнар çырмисенче çĕр пÿртсем туса тултарчĕç. Вăрмансем окопсемпе, траншейăсемпе йĕрленчĕç. Сăмах май каласан, çав вырăнсем халĕ те тикĕсленсе пĕтмен-ха.
Выçăпа аптранă салтаксем, çимелли шыраса, час-часах хваттерсене тустарса каятчĕç. Çакна тек чăтма çуккипе хваттере завода тавăрса патăмăр та Пăртасри тĕп киле таврăнтăмăр. Анне Сталин ячĕллĕ колхозра лашапа, каярахпа вăкăрпа лавçăра ĕçлетчĕ. Эпир те, ачасем, бригадăна питĕ хастар хутшăннă. Пĕр ĕçрен те юлман: фермăсенче тислĕк кăларнă-турттарнă, йĕтĕн, тулă, çĕр улми уйĕсене çум курăкран тасатнă, утă пухнă, тырă вырнă-сăвăрнă, алăпа пăрçа, йĕтĕн, кантăр татнă, авăн çапнă, табак, купăста, хăяр шăварса ÿстернĕ, кĕтÿ пăхнă... Çав вăхăтрах киле вутă-шанкă йăтнă.
Кашни кил, çулсерен хунă налука тÿлесе, фронт валли çĕр улми типĕтсе, аш-пăш, çу, çăмарта, çăм хатĕрлесе панă. Çав вăхăтра сак тулли ачи-пăчи выçăпа хăрăннă. Вăрçă выçлăхĕ пире, ачасене, хĕрлĕ клевер сапакипе шĕшкĕ кăчкине те, пиçенпе мăяна та, юман йĕкелне те çитернĕ. Çуркунне çитсен çĕр улми ани çинче юлнă çĕрĕк çимĕçе чавса шыраттăмăр. Çав çулсене аса илме ытла та йывăр: пирĕн тантăшăмăрсенчен нумайăшĕ выçăпа шыçăнса кайса вилчĕç. Вĕсен сăнарĕсем халĕ те куç умĕнче...
Пĕр çулхине колхоз пилĕк лавран обоз йĕркелерĕ. Хĕрарăм-лавçăсене МТС тракторĕсем валли Шупашкартан краççын турттарса килме хушнă. Урапасем çине 200 литр кĕрекен пичке вырнаçтарнă. Эпĕ те аннепе пĕрле вăрăм çула тухрăм. Колхоз лавçăсене виçшер кило çăнăх пачĕ. Лашасене кантарнă вăхăтра нимĕр пĕçерсе çиеттĕмĕр. Икĕ талăкран яла йĕркеллех çаврăнса çитрĕмĕр.
Упăшкасăр юлнă хĕрарăмсен ял хуçалăх ĕçне хутшăннипе пĕрлех темĕн те тумалла пулнă: хĕлле вăрман каснă, вутă хатĕрленĕ, Сăр шывĕ хĕрринче хÿтĕлев сооруженийĕсем чавнă. Анне, Клавдия Васильевна, Сăр хĕррине кайма кутамккине çĕр улми, купăста, сухан, тăвар чиксе хунине йĕрсе пăхса тăнине астăватăп. Халĕ те тĕлĕнме пăрахмастăп: мĕнле чăтнă-ши анне; Вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн ăна медальпе чысланă.
Килтен тухса кайнă хыççăн виçĕ эрнерен атте янă виçĕ кĕтеслĕ çырăва илсен питĕ савăнтăмăр. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр ăçта кăна çитмен пулĕ вăл. Калуга, Смоленск хулисемшĕн пынă вилĕмле çапăçусене хутшăннă. Авăн уйăхĕнче атте уринчен йывăр аманнă, раштавччен госпитальте сипленнĕ. «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ. 1944 çулхи нарăс уйăхĕнче атте хырăмран каллех йывăр аманнă, темиçе уйăхлăха госпитале лекнĕ. Сывалса тухсан урăх чаçе лекнĕ. Атте Кенигсберг хулине ирĕке кăларнă çĕре те хутшăннă.
Аслă Çĕнтерÿ кунне аттесен чаçĕ çул çинче, Байкал кÿлли хĕрринче, кĕтсе илнĕ. Анăçри хаяр çапăçусенче пиçĕхнĕ воинсене яппун милитарисчĕсене çапса аркатма йышлăн куçарма тытăннă. 1945 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче, çурçĕр иртсен, атте фронтран тăван киле çаврăнса çитрĕ.
Аттепе аннен çутă сăнарĕ, вĕсен пархатарлă ĕçĕсем, чăтăмлăхĕ, пире пурнăç çулĕпе тĕрĕс утма вĕрентни нихăçан та асран тухмаççĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ май, халĕ пурăнакан вăрçă участникĕсене, ветеранĕсене чĕререн хĕрÿллĕн саламлатăп, çирĕп сывлăх, вăй-хал, канлĕ ватлăх, вăрăм кун-çул сунатăп.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2010
00:00
Поделиться
;