Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Наркотиксем хатĕрленĕшĕн

Раççейĕн Наркотиксен çаврăнăшне асăрхаса тăрассипе тимлекен федераллă службин сотрудникĕсен тĕрлĕрен преступленисемпе тĕл пулма тивет. Киревсĕр ĕçсем тăвакансен йышĕнче хĕрарăмсем те чылай.
Шупашкарта акă 36-ри хĕрарăм хăйне пурăнмалăх укçа тупас тесе икĕ ĕçре «тар тăкнă»: кăнтăрла наркотиксем хатĕрленĕ, каçхине - «чи авалхи профессипе» ĕçленĕ.
Пĕчĕк ачине кукамăшне пăхма парса хăварнă та, хăй Трактор тăвакансен урамĕнчи пĕр çуртри хваттере тара илнĕ. Хĕр-тантăшĕпе иккĕшĕ пĕрле çакнашкал киревсĕр ĕçсемпе хăтланса пурăннă.
Хĕрарăм каярахпа пĕлтернĕ тăрăх, вĕсемпе пĕрле кунта тепĕр юлташ та пулнă иккен. Арçын дезаморфин хатĕрленĕ. Ку наркотиклă им-çама хатĕрлемелли япаласемпе - эмелсемпе, растворитель-отбеливательсемпе тата ытти наркăмăшсемпе - ăна хĕрарăмсем тивĕçтернĕ. Сăмах май, кил хуçи хĕрарăмĕ пултаруллă арçынна шăпах та унăн наркотиксем хатĕрлес ăсталăхĕшĕн çитерсе-ĕçтерсе усранă. Виççĕшне те наркоасăрхав сотрудникĕсем тытса чарнă, вĕсене 4 çул таранччен ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2010
00:00
Поделиться
;