Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăван пиччĕшне вĕлернĕшĕн (Район прокуратуринчен пĕлтереççĕ)

Вăрнар район сучĕ  Хурăнсур Çармăсра пурăнакан, Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 111-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе уйрăмах йывăр преступленишĕн айăпланакан А.Никифоров тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухса ăна 7 çуллăха çирĕп режимлă колоние ăсатма йышăннă.
Следстви ĕçĕсем вăхăтĕнче палăртнă тăрăх, Никифоровсем, пиччĕшĕпе шăллĕ, пĕлтĕрхи декабрĕн 18-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен ашшĕн килĕнче пĕрле эрех ĕçнĕ. Малтанах   сăмакун ĕçнĕ май калаçу кăмăллă пынă. Анчах  пĕр сехет майлă та иртмен, пĕртăвансем пĕр-пĕрне тахçан кÿрентернисене аса илме тытăннă та хирĕçсе кайнă. Шăллĕ вăйлах ÿсĕрĕлнĕ пиччĕшне патакпа темиçе хутчен те çапнă, алăпа çапса тата урапа тапса пĕтернĕ.
А.Никифоров пиччĕшне вăйлах хĕненĕ: аяк шăммисене хуçнă, пĕверне тата ытти органсене сиенлетнĕ. Çакăнпа та çырлахман вăл: пиччĕшĕн аллисене хыçалалла çыхса лартса сивĕ сакайне пенĕ. Лешĕ вара унта вилсе кайнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2010
00:00
Поделиться
;