Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарсем республика чысне хÿтĕленĕ

Тÿрех калам: ăнăçлă! 26 командăран регионсем хушшинче - çиччĕмĕш, спорт клубĕсем хушшинче вунпĕрмĕш вырăнта.
Хĕллехи полиатлон енĕпе Ухта хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртура Чăваш ене мала кăларассишĕн районăн паллă спортсменĕсем кĕрешнĕ: Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн физвоспитани преподавателĕ Галина Павлова, ун студенчĕ Сергей Политов, район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн теренер-преподавателĕ Александр Политов.
Уйрăмшар зачетри кăтартусем те лайăх. Галя Павлова акă хăйĕн ÿсĕмĕнче иккĕмĕш результат кăтартнă, виçĕ енлĕ кĕрешÿре - винтовкăран перессипе, вăй-хал гимнастикинче тата йĕлтĕрпе чупса - пĕтĕмĕшле 279 очко пухнă.
Александр Политов 251 очко пухса спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Пĕтĕмĕшле кăтартупа вăл - çиччĕмĕш вырăнта.
Сергей Политов-кĕçĕннине вара ку норматива тултарма сакăр очко кăна çитеймен. Шел, паллах. Анчах та çамрăкра шанăç пысăк, унăн спортри малашлăхĕ çутă. Ухтаран вăл вуннăмĕш вырăнпа таврăннă.
Сергей Политов-асли ветерансем хушшинче çиччĕмĕш вырăн йышăннă.
 
Ирĕклĕ майпа кĕрешесси. Никтита Львов 3-мĕш класра кăна вĕренет пулин те, унăн спортри çитĕнĕвĕсем пысăк. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе акă вăл чылай сумлă турнирта палăрма пултарчĕ. Иртнĕ эрне вĕçĕнче кăна вăл Пĕтĕм Раççейри турниртан бронза медальпе таврăнчĕ.Арзамасра иртнĕ йăлана кĕнĕ Пĕтĕм Раççейри 20-мĕш турнир 17 регионти кĕрешÿçĕсене пуçтарнă. Дагестан, Мордови, Ульяновск облаçĕ, Иваново, Чулхула тата ытти субъектсем хăйсен чи вăйлă спортсменĕсене тăратнă.
Чăваш Республикин чысне Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем тата Канаш район кĕрешÿçисем хÿтĕленĕ.
Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Никита Львов 30 килограмчченхи виçе категорийĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Поселокри 2-мĕш шкулти Р.Львов, Пăртасри Н.Галкин, Г.Макаров тата Н.Саввин чи вăйлă пилĕк спортсмен йышне лекнĕ.
 
Волейбол енĕпе Чăваш ен чемпионачĕн виççĕмĕш тапхăрти вăййисем иртнĕ. Пирĕн районăн пĕрлештернĕ команди Шупашкарти «Инжекон» волейболисчĕсемпе тĕл пулнă. Килти матч вăрнарсем майлă 3:2 шутпа вĕçленнĕ.
Çитес тунтикун Вăрнар волейболисчĕсем хирĕçле вăйăпа Шупашкара тухса каяççĕ. Вĕсенчен ăнăçу кĕтетпĕр.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2010
00:00
Поделиться
;