Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вĕрентекенсен ылтăн фончĕ (2010 - Вĕрентекен çулталăкĕ)

Район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн Николай Ивановăн çак сăмахсем ахальтен çуралмарĕç. Районта юнкунпа кĕçнерникун иртнĕ конкурс шăпах ку тытăмри маяксене, хăйсен ĕçĕпе хĕмленсе çунакансене палăртрĕ.
Санарпуçĕнчи вăтам шкулти нимĕç чĕлхи учителĕ Раиса Геннадьевна Гордеева ку хăйĕн пурнăçĕнчи миçемĕш конкурсне тĕрĕссĕн палăртаймасть те. Ытла та нумай хутшăнать вĕсене, тĕрлĕ шайрисене. Çĕнтерĕвĕ - кашнинче тенĕ пек. Хăй хутшăнни кăна мар, ун чĕрĕлĕхĕпе вĕренекенĕсем те «чирленĕ»: районта, республикăра, Раççейре, Интернет урлă иртекен ăс-хакăл тупăшăвĕсемпе тĕпчевĕсенче çулсеренех палăраççĕ.
«Çулталăкри чи лайăх вĕрентекен-2010» районти конкурс уншăн, ытти 20 конкурсантшăн пекех, чылай çĕнĕ енсене ăша хывма май панă. «Шăпах çакнашкал тупăшусем пире тата та тĕллевлĕрех ĕçлеме, пурнăçа кĕрсе пыракан çĕнĕ меслетсене алла илме хистеççĕ»,- тет вăл.
Калинино шкулĕ - виçĕ, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Аçăмçырминчи, Кĕçĕн Кипекри шкулсем икшер вĕрентекенĕн ĕçне хаклама сĕннĕ. Шел, тăхăр шкул аталануллă конкурса хутшăнма кăмăл туман.
Уçă урок, методика пĕрлешĕвĕ, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ, класс сехечĕ - Раççейри тата Чăваш енри вĕрентекенсен çулталăкне халалланă конкурс условийĕсем ăслăлăхпа ырăлăх вăрлăхĕсене акакансемшĕн çĕнĕлĕх мар. Хĕмленÿ, хавхалану, анлă тавракурăм, пултарулăх тата чи кирли - ачасене юратни кăна кирлĕ. Жюри членĕсем конкурс йĕркипе иртнĕ занятисем çак пахалăхсемпе тулли пулнине палăртрĕç.
Чи пултаруллисене тăватă номинацире палăртрĕç: «Ăнăçу формулин» çĕнтерÿçи - Вăрнарти 1-мĕш шкулти И.Н.Малицкая, «Учитель-тĕпчевçĕ» - Кÿстÿмĕрти С.А.Трофимова, «Ывăнми шыраври педагог» - Туçи Çармăсри Н.П.Соловьева, «Вĕрентĕвĕн чи ырă йăлисене упракан» - Вăрнарти 1-мĕш шкулти Ю.А.Феофанов.
Çулталăкри чи лайăх учитель - Калининăри вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учителĕ Юлия Ивановна Воинова, чылай конкурс çĕнтерÿçисене хатĕрлекен.
- Педагогсем кашни ачара çынна курнине, унăн уйрăм енĕсене, кăмăл туртăмне мала хунине, вĕсене ырăлăха тата тĕрĕслĕхе вĕрентнине кăтартса пачĕç. Пирĕн пултаруллă вĕрентекенсем пур, нумаййăн вĕсем. Эппин, районти вĕрентÿ пахалăхĕ малашлăхра тата çирĕпрех пулĕ,- терĕ вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов.
Спонсор пулса номинантсене чысланă май, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн социаллă тивĕçтерÿсен пайĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров вĕрентекенсене яланах сума сунине, вĕсем çĕршыв аталанăвĕн мĕнпур сфери валли тивĕçлĕ çынсем вĕрентсе хатĕрленине уйрăммăн палăртрĕ. Конкурса ирттерме укçа-тенкĕ енчен çавăн пекех «Александр» тулли мар яваплă общество (А.Пушнев) тата Вăрнарти электричество сечĕсем (Р.Киметов)те пулăшнă.
Конкурса хутшăнакансем хăйсен методика çÿпçине паха опыт хыврĕç. Пултаруллисен ушкăнĕнчен пĕрин вара республикăра тупăшма тивĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
17 апреля 2010
00:00
Поделиться
;