Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ÇИВĔЧ ЫЙТУ ТАТĂЛĔ

Кăçал шыв ыйтăвне çивĕч тÿсрĕмĕр те, Кĕçĕн Çавал çинче çĕкленекен шыв хранилищи çурхи шывпа куç умĕнче тенĕ пек тулса пыни - чăн-чăн парне.
Президентăн «Таса шыв» программипе сарăлакан хранилище, аса илтеретпĕр, поселоксăр пуçне 38 яла ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтермелле. Танлаштару та вырăнлă пулĕ: унчченхи пĕвере 20 пин кубла метр шыв вырнаçнă пулсан, çĕнĕ шыв хранилищине - 12,6 миллион кубла метр. Малашлăхра кунтан выльăх-чĕрлĕх фермисене, хуçалăхсене, пушар запасĕсене тултарма та шыв парса тăмалла.
Çĕнĕ плотинаран водовод тăрăх Вăрнарти хутăш препаратсен заводне шыв пыма тытăниччен вăхăт нумай юлмарĕ. Çĕнĕ насус станцине ĕçлеттерсе яни Вăрнар поселокне ĕçмелли пахалăхлă шывпа чарăнмасăр тивĕçтерес çивĕч ыйтăва татса пама пулăшĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
21 апреля 2010
00:00
Поделиться
;