Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хастар ĕçлекен - пысăк тухăç илекен

«Вăрлăха акиччен-лартиччен им-çамлани пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе çирĕплетеççĕ уй ĕç ăстисем. Районĕпе илсен 295 тонна çурхи тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене им-çамланă. Ку вăл планпа палăртнин 8,7 проценчĕ. Пысăк тухăçшăн тăрăшакан ял хуçалăх организацийĕсем - Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ, «Янгорчино», «Знамя» кооперативсем, «Санары», «Агрохмель» агрофирмăсем.
Ака уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне  232 гектар кĕр тыррисене, 520 гектар нумай çул ÿсекен курăксене  азот удобренийĕсемпе апатлантарнă.
Ку çул «иккĕмĕш çăкăрăн» лаптăкĕ 1499 гектар пулмалла. Лартмалли çĕр улми вăрлăхĕ район пÿлминче - 4200 тонна, 88,2 процентне яровизациленĕ. Çак ĕçе Алексей Яковлевич Игнатьев фермерăн хуçалăхĕнче вĕçленĕ ĕнтĕ - 120 тонна çĕр улмие яровизациленĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
21 апреля 2010
00:00
Поделиться
;