Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

НАГРАДА ХУÇИНЕ ТУПРĔ

30-мĕш артиллери полк командирĕн 1944 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнчи приказĕ. Василий Михайлович Михайлов кĕçĕн сержанта «Хăюлăхшăн» медальпе наградăласси çинчен.
Çак награда Пăртасри вăрçă паттăрне 65 çул  ытларах иртнĕ хыççăн кăна шыраса тупрĕ. Ватă çыннăн кăкăрĕ çине ăна чаплă лару-тăрура  çакса ячĕç. В.Михайлова Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи уйрăмĕн пай пуçлăхĕ Сергей Егоров, район пуçлăхĕн заместителĕ Николай Петров, Пăртас ял поселенийĕн тата вăтам шкул представителĕсем ăшшăн саламларĕç.
Василий Михайловича, 19-ти каччăна, çĕршыва нимĕç эшкерĕсенчен сыхлама хаяр вăрçă пуçланнă вуннăмĕш кунĕнчех ят тухнă. Çапăçу вутне тÿрех кĕмен, вĕсене Мари Эл Республикинчи Суслонгер çывăхĕнче туса хунă стрелоксен 1064-мĕш полкĕнче сакăр уйăх тытнă.
Блокадăри Ленинграда ирĕке кăларассишĕн хаяр çапăçусене кĕнĕ. Хулана «Пысăк çĕрпе» çыхăнтарма Синявино çывăхĕнче тăшман ункине татмалла пулнă. Кунти шурлăхлă вырăнта фашистсем вирлĕн çирĕпленсе ларнă. Нимĕç фашисчĕсене кунтан сирпĕтессипе çапăçусем темиçе уйăх пынă.  Пиншер совет салтакĕ кунта ĕмĕрлĕх выртса юлнă. Василий Михайлович та аманнă, бомба ванчăкĕ янахăн сылтăм енне аркатнă. Темле вăйпа пуçне çĕклемен пулсан, паян вăл чĕррисен йышĕнче пулмĕччĕ те. Новосибирскри эвакогоспитальте çур çул сипленнĕ хыççăн ăна киле янă. Анчах мирлĕ пурнăç ытамĕнче нумаях пулма май килмен. Уйăхранах ăна каллех салтак аттине тăхăнма тивнĕ. Ку хутĕнче В.Михайлов 296-мĕш артиллери полкне лекнĕ. 122 миллиметрлă (вăл вăхăтра чи пысăк калибрлă) гаубица наводчикĕ пулса тăнă. Хуласене, мирлĕ çĕршывсене ирĕке кăларассишĕн вун-вун юнлă çапăçăва кĕнĕ. Каллех аманнă.
Паттăр салтак тăван ялне вăрçă чарăнсан çулталăкран тин таврăннă. Ĕмĕрĕпех тăван колхозра вăй хунă, бригадирта, ферма заведующийĕнче тимленĕ. Вăл ĕçчен те вăйлă пулни унăн кушăрханă, ĕçпе хытнă, анчах та пысăк та çирĕп аллисенчен аван курăнать. «Виç литрлă банкăна хăрах ал лаппипе çавăрса тытма пултаратчĕ»,- тет Зоя хĕрĕ.
Паян ватă çынна, шел те, вырăнпа выртаканскере, куç пек упраса пурăнаканĕсем - шăпах хĕрĕпе кĕрÿшĕ. Хăй тĕллĕн тухса çÿреймест пулин те Василий Михайлович пурнăçĕнчи самантсене пĕтĕмпех лайăх астăвать. Сывлăхĕшĕн ырă ĕç тунишĕн те хĕпĕртет халĕ 90-ри ватă - Рома мăнукĕ çуралсан, тăватă çул каялла, туртма пăрахнă иккен вăл. Унччен вара 14-рах иленнĕ усал чĕлĕме самаях паклаттарнă.
Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейĕ умĕн вăрçă инвалидне Василий Михайлович Михайлова тепĕр парне кĕтет - кĕçех вăл Президент программипе тивĕçекен хăтлă хваттере куçĕ.
Калаçура ватă çыншăн кулянтаракан çивĕч ыйту та хускалчĕ - хĕрĕ утайман ашшĕне кăшт та пулин çăмăллăх кÿрес тесе виççĕмĕш çул инвалид коляски йăлăнать, анчах та больницăра выртса тухмасăр пама ирĕк çук иккен. Пĕр шутласан, чăннипех чирлĕ çынна ку çăмăллăхпа сăмахсăрах тивĕçтермелле пек, шел, пирĕн пурнăçра хăш-пĕр йĕркесем пачах ăнланмалла мар. Паллах, сумлă миссипе вăрçă паттăрĕ патне килнисем пулăшма пулчĕç, çак ыйту майлă татăлтăрччĕ кăна...


"Çĕнтерÿ çуле"
21 апреля 2010
00:00
Поделиться
;