Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Раççей турнирне хутшăнма кам пулăшĕ

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулти çамрăк шашка ăстисем республикăра виççĕмĕш çул харăс «Тĕлĕнтермĕш шашкăсен» çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç. Май уйăхĕнче вĕсен Чăваш ен чысне Сочире пулакан Раççей турнирĕнче хÿтĕлемелле. Анчах...
Иртнĕ çулхи пек пулса ан тухтăр. Билет валли вăхăтра укçа-тенкĕ тупайман пирки пирĕн çамрăксен Сочи хулине поездран поезда куçа-куçа çитме тивнĕ. Ачасем те, тренер та виçĕ çĕр куç хупман. Турнира та икĕ кун каярах юлса çитнĕ. Юрать, федераци канашĕ вăрнарсене выляма ирĕк панă. Пĕр кунхи вăйăра Григорий Степановăн вĕренекенĕсем 21-мĕш вырăн йышăннă. Результачĕ, паллах, лайăхрах та пулма пултарнă. Командăна çула тухма укçа-тенкĕпе вăхăтра пулăшнă пулсан...
Кăçал командăн результата лайăхлатас шанăçĕ те пур. Ăс-тăн вăййин тусĕсем чи вăйлă вунă команда йышне лекес тĕллевлĕ. Степан Прохоровăн спорт мастерĕн кандидачĕн, Ирина Иванован пĕрремĕш разряд нормативĕсене тултарас майсем пысăк.
Ачасен вăйне тренер та палăртать. Çывăх çулсенче кунашкал çивĕч команда пухассине тĕтреллĕ курнине те пытармасть.
Вунпилĕк çул хыççăн Раççей турнирĕнче чăвашсем те, ял ачисем, вăйлă вылявçăсем пулнине тавăрма пултарнă Вăрнар çамрăкĕсене шанăç памаллах! Виçĕмçул акă спонсорсем - «Химик» спорт клубĕ (председателĕ - Е.Захаров), «Химик» суту-илÿ çурчĕ (В.Сидорчев), «Сортсемовощ» пĕрлешÿ, Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул - пулăшнипе пысăк ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăнса ачасем 17-мĕш вырăн йышăнма пултарнăччĕ.
Çĕршывра, республикăра, хамăр районта та массăллă спорта аталантарасси, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çултан пăрăнасран ăмăртусене ытларах явăçтарасси, пултаруллă ачасене хавхалантарасси енĕпе ятарлă программăсем ĕçлени пирки час-часах калаçатпăр. Акă, малашлăхлă, тĕллевлĕ, талантлă ачасем хамăр çумрах. Аталанма пулăшмалла кăна.
Паллă ĕнтĕ, пирĕн шашка ăстисене ытти районсем пулăшма ниепле те кăмăл тумĕç. Спонсорĕсем хамăр патрах пулмалла пек те...


"Çĕнтерÿ çуле"
21 апреля 2010
00:00
Поделиться
;