Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сÿрелеме тухнă

Республикăри кăнтăр районĕсенче пулас тухăç никĕсне хывма тухнă ĕнтĕ. Çур акине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерес тĕлĕшпе тăрăшни хамăр районти «Мир» тулли мар яваплă обществăра аван курăнать - ака уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне кунта çĕре 50 гектар сÿреленĕ тата культиваторпа 20 гектар кăпкалатнă. Хуçалăхра кăçал тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 150 гектар акма палăртнă. Кĕр тыррисен лаптăкĕ - 50 гектар.


"Çĕнтерÿ çуле"
21 апреля 2010
00:00
Поделиться
;