Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Туберкулез

Туберкулеза XIV-XVIII ĕмĕрсенче Руçре сиплейми язва, чахотка, Авалхи Грецире «фтиза» (начарланни) тенĕ. Инфекци чирне «туберкулез» теме каярах пуçланă.
Туберкулеза микобактерисем пуçараççĕ. Вĕсене пĕр хут сывласа илни чир-чĕре аталантарма пулăшать. Çапах та ытларах чухне инфекцие чир бактерийĕсене кăларакансемпе тачă çыхăну тытсан ертме пулать. Туберкулезпа чирлĕ чĕрчунсем те этемшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Пациента туберкулезран сиплесси вăраха пынă май укçа-тенкĕ сахал мар тăкакланать. Чир-чĕре вăхăтра тупса палăртсан пĕр çын пуçне - 12 пин тенкĕ кирлĕ пулсан, вăхăтра сывлăха тĕрĕслеттермесен - 250 пин тенкĕ. Туберкулезăн шала кайнă формисемпе аптрасан тăкак тата пысăкланать - пĕр миллион та 200 пин тенкĕ кирлĕ.
Вăрнар районĕпе илсен кăçалхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туберкулезпа чирлĕ 74 çын учетра тăнă. 2009 çулта çак инфекцин уçă формипе аптракан 45 çынна тупса палăртнă е ку кăтарту 2008 çулхинчен 25 процент пысăкрах. Туберкулез ернисен хисепĕ ÿсни япăх пулăм. Пахалăхлă эмел препарачĕсем пуррине пăхмасăр туберкулезпа кĕрешесси - нацин çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри. Кăçал акă январь-февраль уйăхĕсенче районта туберкулезăн уçă формипе чирлĕ 7 çынна регистрациленĕ. Шала кайнă инфекциллĕ пациентсене ялсене тухса çынсене вăхăтра флюорографи тĕпчевĕ витĕр кăларассипе тĕллевлĕ тимленĕ хыççăн  икĕ хут сахалрах тупса палăртнă. Туберкулез ернине вăхăтра асăрхасан сипленме пулать.
Чиртен сыхланасси ăна сиплессинчен çăмăлрах. Ача çуралсан 3-7 кунран ăна туберкулезран пĕрремĕш прививка тăваççĕ. Вакцина хыççăн иммунитет 5-7 çул тăсăлать. Тата çак прививкăна ачана 7 тата 14 çул тултарсан тăваççĕ. Иммун системи тепĕр икĕ уйăхран кăна çирĕпленет.
Ачасене кашни çулах Манту туса туберкулез чирĕ ерменнине тĕрĕслеççĕ. Енчен те организмра микобактерисене тупса палăртсан ачана фтизиатр пулăшăвĕ кирлĕ пулать.
Туберкулез ан ертĕр тесен иммунитета çирĕплетмелле, тĕрĕс апатланмалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла.
Иммун системине çирĕплетме ÿт-пĕве пиçĕхтермелле, витаминсем, сиплĕ курăксем вĕретсе ĕçмелле. Рационра ытларах пахча çимĕç, улма-çырла, сĕт юр-варĕсем пулмалла. Пÿлĕме, кабинета уçăлтармалла. Мĕншĕн тесен кунта çынсем ушкăнпа пухăнсан организмăн туберкулез инфекцийĕпе кĕрешеслĕхĕ уйрăмах чакать. Тĕп задача - çынна ÿт-пÿ енчен сывă пулма хăнăхтарасси. Ĕçпе канăва черетлени, физкультурăпа спортпа туслашни, сиенлĕ йăласен (наркомани, алкоголизм, токсикомани) серепине лекменни организма çирĕплетет.


"Çĕнтерÿ çуле"
21 апреля 2010
00:00
Поделиться
;