Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Яваплă пулччăр

Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн çÿрекен ял хуçалăх машинисен тата ытти техникăн юсавлăхне пăхса-асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн хушăвĕпе тата патшалăх техника асăрхавĕн Вăрнар районĕнчи инспекцийĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчен тытăнса çу уйăхĕн 14-мĕшĕччен Вăрнар районĕн территорийĕнче «Харпăрлăхçă» профилактика операцийĕ иртет.
Мероприяти вăхăтĕнче хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсемпе çÿреме документсем пуррине, регистраци, çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăннине, çулталăкри патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине, транспорт налукне тÿленине тата ыттине тĕрĕслеççĕ. Çитменлĕхсене тупса палăртсан саккунпа килĕшÿллĕн административлă явап тыттарĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
21 апреля 2010
00:00
Поделиться
;