Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ÇУНАТПĂР!

Хăрушă! Поселокăн хĕвелтухăç енче хуçаланнă пушар каллех çын ăссăрлăхĕпе тимсĕрлĕхне кăтартса пачĕ. Çунса ĕннĕ хура çĕр гектарĕ-гектарĕпе тăсăлать. «Юпитерта» нихăçан та дача участокĕсем пулман тейĕн. Иртнĕ çуркунне кăна кунта пушар пĕр шелсĕр аташнăччĕ, вунă ытла дача çуртне кĕллентернĕччĕ. Кăçал тата хăрушăрах!
Алхас çилпе «Юпитертан» çулăн тепĕр енне, Уравăш еннелле, сиксе ÿксе талккăшĕпе сарăлнă вут-çулăм ытларах та шар кăтартнă. «Заря» сад-пахча хуçалăхĕнче дача çурчĕсенчен «сывă» юлнисем шутлă кăна, йывăç-хăма конструкцийĕсем тĕппипе çунса кĕлленнĕ, кирпĕчрен хăпартнисем - тăршшĕпе тенĕ пек «куçсăр».
Çумри хыр вăрманĕ, лаптăкăн-лаптăкăн хăрушла хура курăнаканскер, чĕрене чиксе пăчăртать. Ăшнелле çур çухрăм ытла та кĕтĕмĕр пулĕ - чĕрĕ йывăç вулли курăнмарĕ, ĕннĕ йăрăм вара таçта çитиех тăсăлать. Хальхи вăхăтра вăрман илемлĕ чĕвĕл сассемпе тулмаллаччĕ, хушăран-хушă кăна темле кайăк ачалла макăрни çÿçентерсе тавралăха çурать...
Пĕр çын алли кĕске самантра мĕн чухлĕ пурлăха, симĕс пуянлăха тĕп турĕ. Тĕлĕнмелле - кашнинчех пĕр кĕрепле çине пусатпăр-çке! Юлашки çулсенче типĕ курăк çунтарса миçе гектар вăрман-посадка, миçе дача-хуçалăх тĕп пулмарĕ-ши; Çакăншăн кама та пулин айăпланă-и; Темшĕн иккĕлентерет. Предприяти-учрежденисенче пушар хăрушсăрлăхĕн çитменлĕхĕсене витĕр шыраса штрафланă пекех çакнашкал пысăк масштаблă инкеке пуçаракансене çулса илсен тем пекехчĕ те...


"Çĕнтерÿ çуле"
28 апреля 2010
00:00
Поделиться
;