Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачасен ĕçĕсем - вăрçă çинчен

Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейĕ умĕн республикăри ача-пăча библиотеки ирттернĕ «Чулра ĕмĕрленнĕ асăну» тата «Пирĕн Çĕнтерÿ çинчен!» конкурссене хутшăнма Вăрнар тăрăхĕнчи çамрăксене поселенисем хушшинчи районти тĕп библиотека ĕçченĕсем хавхалантарнă.
«Чулра ĕмĕрленнĕ асăну» тĕпчев конкурсĕнче республикăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене асăнса лартнă палăксем çинчен калакан 32 ĕç тупăшнă. Çĕнтерÿçи вара Вăрнар каччи - Петр Иванов. Вăл Наталия Иванова библиотекарь ертсе пынипе 3065 номерлĕ эвакогоспиталь вырнаçнă вырăнти юлташлăх масарĕнчи палăк пирки виçĕ уйăх пуян материал пухнă. Текех çак ĕç Шупашкарти Çар Мухтавĕн Музейĕнче упранĕ.
«Пирĕн Çĕнтерÿ çинчен» конкурсра та ĕçсем йышлă пулнă, пĕтĕмпе - 72. 5-8-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче Уравăш шкулĕнчи Кирилл Федоровпа Юлия Федорова «Вăрçăра тĕл пулнă» тата «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи. Çын шăпи тата çĕршыв историйĕ» ĕçĕсемпе палăрнă. Руководителĕ - Ирина Лобаева библиотекарь.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 апреля 2010
00:00
Поделиться
;