Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Алран кайми аки-сухи (Çур аки – 2010)

Тыр-пул  акса çитĕнтересси мĕн авалтанах хресченĕн чи юратнă ĕçĕ пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ чăваш халăхĕ кĕрекере те «Алран кайми аки-сухи...» тесе юрлать.
Çур акие ирттернĕ чух мăн асаттесен пархатарлă ĕçне тăсакансен канма вăхăт çук. Моторсен шавĕ уй-хирте иртен пуçласа каçченех татăлмасть.
- Ĕç ÿсĕнсе пынишĕн чун-чĕрем хĕпĕртет, - уй-хире сăнаса калаçать «Санары» агрофирма механизаторĕ Федор Потолинский (сăн ÿкерчĕкре). - Ир акакан тырăллă пулатех.
Хастар ĕçчен кăçал тырă акма хăватлă «Джон Дир» тракторпа çĕр хатĕрленĕ. «Санары» агрофирма генеральнăй директорĕ Роберт Петров ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче пулас тухăç никĕсне  хывса пĕтернине пĕлтерчĕ. Хуçалăхра тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 410 гектар акнă.
Алексей Игнатьев фермер хуçалăхĕнче те пĕрчĕллĕ культурăсене акса пĕтернĕ, ĕнер çĕр улми лартма тухнă.
Районĕпе илсен çурхи тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 9410 гектар акмалла. Çак вăхăт тĕлне ĕç кăтартăвĕ - 5485 гектар, е планпа палăртнин 58 проценчĕ. Паян-ыран «Мураты», Карл Маркс ячĕллĕ, «Хорнзор» кооперативсенче, Михаил Тарасов фермер хуçалăхĕнче тырă акса пĕтереççĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 апреля 2010
00:00
Поделиться
;