Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Амăшĕсĕр хăварнă (Район прокуратуринчен пĕлтереççĕ)

Вăрнар район прокуратури Кайри Тукайра пурăнакан 47-ри В.Архипов тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе кăçалхи апрелĕн 12-мĕшĕнче район судне  ярса панă.
Вăл РФ Уголовлă кодексĕн 111-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе айăпланать. Çак арçын, хăйне арăмĕ урăххипе улталать тесе шутлаканскер, кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнче каçхине ăна хĕнесе пĕтернĕ:  хĕрарăма тĕрлĕ çĕртен 50 хутран кая мар çапни-тапни паллă. Сывлăхне çав тери йывăр сиен кÿнĕрен мăшăрĕ темиçе сехетрен вилсе кайнă. Арçын çак вăхăтра ÿсĕр пулнă.
Следстви палăртнă тăрăх, В. Архипов арăмне малтан  пĕр ялта пурăнакан Г. умĕнчех хĕненĕ. Лешĕ  арçынна чарма хăтланнă, анчах ĕç тухманнипе вĕсен килĕнчен тухса кайнă. Кăшт вăхăт иртсен киле çула çитмен ывăлĕпе хĕрĕ таврăннă. Ачисене асаплантарнине, черчен чунĕсене хуçнине шута илмесĕр, ашшĕ ачисем умĕнчех амăшне çапма-тапма тытăннă.
Çак тискерлĕхе пула çемьере  виçĕ ача (чи кĕçĕнни саккăрта кăна-ха) яланлăха амăшĕн ăшшисĕр тăрса юлнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 апреля 2010
00:00
Поделиться
;