Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Спорт

Чăваш ен Президенчĕн Кубокĕшĕн шкул ачисен спартакиади йĕркипе иртнĕ волейбол турнирĕнче Вăрнар район команди пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Тĕп вăйăсенче вăл вунă ытла командăпа тĕл пулнă, çĕнтерсе финала тухнă. Малти вырăншăн Вăрнар тăрăхĕн каччисем çĕнĕ-шупашкарсемпе тупăшнă, 3:1 шутпа çĕнтерсе Кубока тивĕçнĕ.
Тĕрлĕ турнирсенче
Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне халалласа Чулхула облаçĕнчи Бутурлино хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнирта Вăрнар ачисем те палăрнă.
Сергей Васильев тренерăн вĕренекенĕ Дима Шерстнев, Юрий Львов патĕнче ăсталăха туптакан Никита Львов тата Антон Сантимер хăрпăр хăй виçе категорийĕнче - пĕрремĕш, Вадим Иванов виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Красноармейскинче йĕркеленĕ Чăваш ен первенстви те пирĕн ентешсене ăнăçу кÿнĕ. Пăртасри Катя Емельянова, Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Рома Львов тата Пăваялĕнчи Эльза Иванова çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 апреля 2010
00:00
Поделиться
;