Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тасалăхшăн тăрăшасси - кашнин тивĕçĕ

Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти - «Чăваштырăпродукчĕ» патшалăхăн унитарлă предприятийĕн тухăçлă тимлекен филиалĕсенчен пĕри. Унпа тĕрлĕ регионсенчи ял хуçалăх таварне туса илекенсем çыхăну тытаççĕ. «Хурçă утсем» çур акине тухичченех предприятире ĕçлекенсем тырă йышăнма хатĕрленме пуçланă. Çавна пула кĕлетсенче, сушилкăсенче санитари лару-тăрăвĕ лайăх. Предприятире вăй хуракансем халăх пурăнакан вырăнсене, организацисен территорийĕсене симĕслентерессипе, тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе тимлемелли уйăхлăха та хастар хутшăнаççĕ.
- Тасалăхшăн тăрăшасси - кашнин тивĕçĕ, - терĕ Вăрнарти тырă йышăнакан предприятин директорĕ Александр Николаевич Богданов. - Эпир те пĕлтерĕшлĕ мероприятирен пăрăнса юлас мар терĕмĕр, предприяти территорине тата хамăра çирĕплетсе панă вырăна тирпейлĕх кĕртессипе тăрăшрăмăр.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 апреля 2010
00:00
Поделиться
;