Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уяв тĕлне – парне (Аслă Çĕнтерÿ: 65 çул)

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин Чăваш енре пурăнакан 4111 ветеранĕ валли республикăна виç кĕтеслĕ 12300 конверт килсе çитнĕ. Кашнинех виçшер конверт тивĕçет, вĕсене марка çыпăçтармасăрах Раççейĕн хăть хăш кĕтесне тÿлевсĕрех яма пулĕ.
Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне халалласа Раççей Почти кăларнă çак конвертсем фронтран янă виç кĕтеслĕ çырусем евĕрлĕ. Вĕсене алла илсен ветерансем хăйсен çамрăклăхне, çарти юлташĕсене тата фронт почти йывăр çулсенче çăмăллăх, вăй-хăват парса тăнине аса илĕç. Пĕтĕмĕшле тиражĕ - 1,6 миллиона яхăн экземпляр.
Çĕнтерÿ кунĕ умĕн виç кĕтеслĕ конвертсене ветерансем патне çитерессипе районта халăха социаллă хÿтлĕх парассипе тимлекен пай ĕçлет. Района вăрçăн 225 участникĕпе инваличĕ валли пурĕ 675 конверт килнĕ.
Çак телефонпа ыйтса пĕлме пулать: 89196538240.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 апреля 2010
00:00
Поделиться
;