Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ВĂРНАРТА ÇĔНĔ ЗАВОД УÇАСШĂН

Поселокран Мĕлĕш еннелле каякан çулăн сылтăм енче вырнаçнă çак объект юлашки çулсенче ахалех янраса ларать. Тĕрĕссипе, кунти мĕнпур пурлăха тахçанах çаратса пĕтернĕ. Чĕрĕк ĕмĕр каялла поликарбонат завочĕн строительство бази валли çĕклесе лартнăскер, ку таранччен такам аллинче те пулса курчĕ. Пĕр-ик çул каялла çак объектра пăхăр пралуксем туса кăларакан хăватлă завод уçма палăрнă пирки сăмах тухнăччĕ. Шел, темĕнле кризис хумĕ килсе çапрĕ те ĕмĕтленни пурнăçа кĕреймерĕ.
Кăçал Вăрнар тăрăхне каллех ырă хыпар çитрĕ: строительство базине Шупашкарти «Чувашкабельмет» акционер обществи туяннă-мĕн. Вăл кунта пăхăр катодсемпе листа пăхăртан çурма продуктсем туса кăларакан предприяти хута ярасшăн.
Çак ыйтăва халăхпа тĕплĕн сÿтсе явас тĕллевпе районти культура çуртĕнче канашлу иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ А.Кузьмин ертсе пычĕ. «Çĕнĕ производство район экономикине аталантарма хăйĕн тÿпине хывнипе пĕрлех поселокри тата çывăхри ялсенчи вуншар çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерĕ», - пĕлтерчĕ Анатолий Иванович.
Предприяти пуçлăхĕ те паллă, вăл - Виктор Николаевич Рыжов. Унччен Мускаври «Август» фирмăн Вăрнарти филиалĕнче ĕçленĕ.
Пухăннисене «Чувашкабельмет» акционер обществин представителĕ А.Фейгельман çĕнĕ производство пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ. Оборудование пĕтĕмпех Китай Халăх Республикинчен туянаççĕ.
- Çĕнĕ завод тавралăха сиен кÿресрен шикленме кирлĕ мар, - терĕ Аркадий Нахимович. - Эпир ăна ĕçлеттерме тытăнсан çулталăкра та пĕр вакун кăна çĕр кăмрăкĕ çунтарăпăр, хутса ăшăтма çутçанталăк газĕпе усă курăпăр.
Канашлăва хутшăннисене ăнланмалларах пултăр тесе, Вăрнарта уçма палăртакан евĕрлĕ Китайри пĕр предприяти ĕçĕпе паллаштаракан фильм кăтартрĕç. Хыççăн А.Фейгельман ыйтусене хуравларĕ.
- Предприятире миçе ĕç вырăнĕ пулать; - кăсăкланчĕ залра ларакансенчен пĕри.
- Малтанхи тапхăрта кунта 50 яхăн çын ĕçлемелле, - пĕлтерчĕ Шупашкарти завод представителĕ. - Каярахпа, тепĕр икĕ-виçĕ çултан, коллектив 100 çынна пĕтĕçтермелле.
Аркадий Нахимович палăртнă тăрăх, йыш хушăнасси юнашарах тăсăлакан «Юпитер» коллективлă садри участоксен хуçисенчен килет-мĕн. Çĕнĕ производствăн санитари зони виççĕр метр, çавна май ку тăрăхра вырнаçнă участоксемпе усă курма пăрахма тивет. «Енчен те вĕсен хуçисемпе пĕр чĕлхе тупаймасан, - терĕ представитель, - пĕчĕк йышпах ĕçлемелле пулать».
«Промышленноçра усă курнă таса мар шыв Упнер юхан шывне лекес хăрушлăх çук-и;» Çак ыйтăва Аркадий Нахимович çапла хуравларĕ:
- Пăшăрханма нимĕнле сăлтав та çук. Производствăра вĕçĕмсĕр усă курма 150 кубла метр шыв шăнăçакан бассейн пулать, кунти шыв ирĕке вуçех тухмасть. Проектпа килĕшÿллĕн çумăр шывне вара тасатмалли сооружени витĕр кăларма пăхнă.
Канашлăва пухăннисем пĕр саслăн унччен строительство бази пулнă объектра çĕнĕ производство йĕркелеме килĕшнине çирĕплетрĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
28 апреля 2010
00:00
Поделиться
;