Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнтерÿ кунĕ умĕн - тепĕр награда

Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейĕ умĕн пирĕн района тата тепĕр патшалăх награди килчĕ. Çарăклă поселокĕнче пурăнакан Петр Константинович Константинова 60 ытла çул хыççăн II  степень Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕ шыраса тупрĕ. Награда парасси çинчен 1947 çулхи ноябрĕн 6-мĕшĕнче алă пуснă.
Петр Константинович вăрçă вутне вунсаккăртах кĕнĕ. Сталинград çывăхĕнчи, Курск пĕккинчи вилĕмле çапăçусене хутшăннă. Империализмла Япони вăрçин синкерне тÿснĕ. Разведчик, оруди командирĕ, взвод командирĕ, батарея командирĕн политика пайĕн заместителĕ, полк пропагандисчĕ пулнă. Мирлĕ пурнăçра çитĕнекен ăрăва çирĕп пĕлÿпе воспитани парас ĕçре тăрăшнă, Хирпуçĕнчи тата Çарăклăри шкулсенче ĕçленĕ, чылай çул - директорта.
Пысăк наградăпа вăрçă участникне Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи уйрăмĕн пай пуçлăхĕ Сергей Егоров, Пăртас ял поселени пуçлăхĕ Геннадий Петров, ветерансен районти канашĕн председателĕ Александр Ильин, хĕрарăмсен районти канашĕн ертÿçи Надежда Лукина тата райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ Денис Трофимов саламларĕç. Районти культурăпа кану центрĕн артисчĕсем савăнăçлă концерт парнелерĕç.


"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2010
00:00
Поделиться
;