Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачасем те пĕлччĕр! (Аслă Çĕнтерÿ: 65 çул)

Хĕрсемпе каччăсем шкултан вĕренсе тухакансен уяв каçĕнче вальс çаврăнаççĕ. Вĕсем çутă ĕмĕтсемпе çунатланнă. Анчах... Радиоприемникран янăракан хăрушă хыпар вĕсен пĕтĕм тĕллевне вуçех татать. Вăрçă пуçланнă... Çамрăксене, вăй-питти арçынсене пĕтĕм ял-йышпа фронта ăсатаççĕ, чăваш йăли-йĕркипе каялла тĕрĕс-тĕкел таврăнма пиллеççĕ...
Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Калининăри вăтам шкулсенче вĕренекенсем, «Патриот» çарпа патриотизм клубĕ импровизациленĕ постановка «Салтак шинелĕллĕ Вăрнар» проекта уçаканĕ пулчĕ. Вăрнарти чукун çул вокзалĕ умĕнче çаврăннăскер, вăл çĕршыв историйĕнчи хăрушла пулăма каллех куç умне кăларчĕ.
Мероприятие ирттерме ку вырăна ăнсăртран суйламан. Чукун çул вокзалĕнчен вунпĕр пин ытла Вăрнар район çыннине фронта ăсатнă, сыввăн-чĕррĕн таврăннисене - çĕнтерÿçĕсене - тăванĕсем кунта кĕтсе илнĕ. 
Лев Антонович Павловпа Алексей Сидорович Федоров та акă çакăнтанах Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă, вун-вун юнлă çапăçăва, хуласене, мирлĕ çĕршывсене нимĕç эшкерĕсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Вĕсен паттăрлăхпа, хăюлăхпа тулнă калаçăвне шкул ачисем тимлесе итлерĕç.  Мероприятие килнĕ вăрçă участникĕсене, ветерансене, тыл ĕçченĕсене паянхи мирлĕ пурнăçшăн тав туса ветерансен районти канашĕн председателĕ Александр Ильин вĕренекенсене çĕнтерÿçĕ-ăрăва хисеплеме, сума сума, вĕсенчен тĕслĕх илме чĕнсе каланине те вĕсем çĕре ÿкермессе шанас килет.     
Тĕрĕссипе, авторăн - районти историпе краеведени музейĕн директорĕн Елена Шарипован - проектра палăртнă тĕллевĕсем пурнăçланчĕç. Мероприяти патриотизм туйăмĕпе тулли пулчĕ, ачасем хамăр тăрăхран тухнă Геройсем, вăрçă паттăрĕсен йывăр кун-çулĕ çинчен кăсăклăхпа итлерĕç. Вăрçă çулĕсенче Вăрнарта 3065 №-лĕ эвакогоспиталь вырнаçнă, Вăрнарти фосфорит завочĕ çар продукцине кăларма тытăннă, поселок урамĕсем Совет Союзĕн Геройĕсен Анатолий Ивановăн, Степан Илларионовăн, Федор Ашмаровăн, Алексей Ивановăн, çавăн пекех разведушкăн командирĕн, Польша Геройĕн Жорж Илюкинăн ячĕсемпе хисепленсе тăраççĕ. Поселокри шкулсенче вĕренекенсенчен нумайăшĕ вĕсенче пурăнать, вĕсем тăрăх кашни кун шкула утать. Анчах çак ятсенче паттăрлăх пытаннине кашниех тавçăрать-и; Елена Ивановнапа çак урамсем, çавăн пекех паллă вырăнсем тăрăх çуран экскурсире пулни шкул ачисемшĕн уйрăмах вĕрентÿллĕ пулĕ, вăрçă çулĕсенчи Вăрнар историйĕ вĕсен асĕнче нумайлăха юлĕ. Виçĕмкун вара пĕрремĕш экскурсие Калинино шкулĕнчи кадет класĕ тухрĕ.


"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2010
00:00
Поделиться
;