Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Алимент тÿлеменшĕн (Район прокуратуринчен пĕлтереççĕ)

Кăçалхи мартăн 11-мĕшĕнче суд приставĕсен районти пайĕ Пăваялĕнчи Т. тĕлĕшпе РФ Уголовлă кодексĕн 157-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. 48-ти арçыннăн хăйĕн çула çитмен ачине пăхса ÿстерме уйăхсерен ĕç укçин тата ытти тупăшăн 1Ÿ4 пайĕ чухлĕ алимент тÿлемелле пулнă. Суд приставĕсем уголовлă явап тыттарасси пирки пĕрре кăна мар асăрхаттарнă пулин те, вăл ачи умĕнчи тивĕçне пурнăçлассинчен сĕмсĕррĕн пăрăнса çÿренĕ.
Суд приставĕсен службин кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн, кăçалхи мартăн 11-мĕшĕ тĕлне Т.-н алимент тĕлĕшпе парăмĕ - 19273 тенкĕ те 64 пус.


"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2010
00:00
Поделиться
;