Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сывлăхлă пулăр, ветерансем!

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене, инваличĕсене, вилнĕ çар çыннисен тăлăх арăмĕсене диспансеризаци витĕр кăларас ĕç вĕçленсе пырать. Ытлари кун район тĕп больницинчи врач-специалистсен ушкăнĕ Вăрнар хула тăрăхĕнчи ватăсем патĕнче пулчĕ.
Пелагея Власовна Григорьева хăйĕн сывлăхне тĕплĕн тĕрĕсленĕшĕн тухтăрсене чĕререн тав турĕ. «Кун-çула вăрăмлатассишĕн тăрăшатăр та 100 çула çитетĕпех ĕнтĕ», - терĕ Пелагея Власовна. Хаяр вăрçа пула вăл çамрăклах мăшăрĕсĕр тăрса юлнă, икĕ ывăлне пĕчченех пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ватă çын тылра мĕнле тимленине те тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартрĕ. Вăрнарти фосфорит заводĕнче выçăллă-тутăллă ĕçленĕ, анчах пуçа нихçан усман. Пелагея Власовна 96 çулта пулсан та тĕрлĕ экзотикăлла ÿсен-тăрансем лартса ÿстерет.
Наталия Ефремовна Якимова (сăн ÿкерчĕкре) Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, связистка пулнă. 1944 çулта тăшман пульли ăна амантнă. Хăюлăхшăн, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйĕн пурнăçне шеллеменшĕн Вăрнар хĕрне «Çапăçура палăрнăшăн», «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медальсемпе тата ытти наградăсемпе чысланă. Наталия Ефремовнăн мăшăрĕ Георгий Васильевич та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Шел пулин те, икĕ çул каялла ĕмĕрлĕхе куç хупнă. Ветеран хăйĕн сывлăхне медицина ĕçченĕсем тĕрĕсленипе кăмăллă юлчĕ. 86-ри Наталия Ефремовнана хĕрĕ пăхса-асăрхаса тăрать. Ватă çын район пурнăçĕпе кăсăкланать, чăвашла лайăхах пĕлмесен те «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата алăран ямасть. «Анчахрах «Наташа» статьяна вулакаларăм-ха, - терĕ Наталия Ефремовна. - Вăрçă çулĕсенче хĕрсем мĕнле хăюллă пулнине аса илтĕм».


"Çĕнтерÿ çуле"
30 апреля 2010
00:00
Поделиться
;